Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
15 Апрелӗн 2020, 13:25

Ырăпа усала уйăрма пĕлнĕ

Иртнĕ ĕмĕрти сакăр вуннăмĕш, тăхăр вуннăмĕш çулсенче «Тăван Атăлпа» «Ялав», «Капкăн» журналсене вуласа тăнă çынсем Юрий Терентьев писатель ятне асăрхаса юлнă паллах. Çĕнетӳ тапхăрĕнчи тӳнтерле пулăмсене еплерех тăрăхласа сăнарлатчĕ вăл, «перестройка прорабĕсене» пĕр шелсĕр йĕплетчĕ, чи çӳлти пуçлăхсене чĕпĕтсе илме те хăраса тăмастчĕ.

Тарăн пĕлӳллĕ, анлă тавракурăмлă, пурнăç хури-шуррине çивĕч туйнă çыравçă Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Исванкă ялĕнче çуралса ӳснĕ (1961-1996 çç). Вăл Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Ставрополь облаçĕнчи «Молодой ленинец» кăларăмра, унтан таврăнсан тăван районти «Пурнăç çулĕпе» хаçатра, республикăра тухса тăнă «Капкăн» журналта литература пайĕн заведующийĕ, редактор, тĕп редакторăн çумĕ пулса ĕçленĕ.
Унăн повеçĕсемпе калавĕсем литература журналĕсенче тăтăшах пичетленнĕ. Юрий Петрович Терентьев чăваш литературине çĕнĕ варкăш пек вăркăнса кĕчĕ. Пултарулăхĕпе, хăюлăхĕпе ытти çыравçăсенчен палăрмаллах уйрăлса тăраканскер вулакана тĕлĕнтеретчĕ те, савăнтаратчĕ те. Сатирик куçĕнчен çĕнйĕркелӳпе сӳтĕлсе арканса кайнă çĕршыври пĕр улшăну та пытанса юлмастчĕ. Шел, çыравçăн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулчĕ. Ентешне çухатнă хыççăн Элĕк район хаçатĕнчи ĕçтешĕсем пысăках мар тиражпа «Кремль сакки сарлака» кĕнеке кăларнăччĕ, халĕ ăна тупса вулама та йывăр.
Ю.Терентьевăн хаçат-журналта пичетленсе пынă кĕске калавĕсене 2019 çулта тухнă «Чап-чап уйăхĕ» кĕнекене кĕртрĕмĕр. Анчах çавă кăна вулакана çырлахтарас çукчĕ. Çавăнпа унăн пысăкрах повеçĕсемпе калавĕсене уйрăммăн пухса кăларас ĕмĕт пурччĕ. Тинех пурнăçланчĕ çав тĕллев. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Терентьев писателĕн сатирăллă произведенийĕсен сумлă пуххи кун çути курчĕ. «Мăнкун иртсен - тунтикун» ятлă вăл. Унта «Касман Туртакассинчи чап-чап уйăхĕ», «Коррида, самурайсем тата Анăçран тухнă хĕвел», «Кремль сакки сарлака», «Мăнкун иртсен - тунтикун», «Çурхи тĕлĕк» сатирăллă повеçсем тата «Чечек çыххи» калав кĕнĕ. Писатель хура халăхшăн чунне ыраттарса çырни сатира жанрĕнче те уçăмлăн курăнса тăрать. Çамрăк пулсан та ырăпа усала уйăрма пĕлнĕ вăл.
Кăларăма Г.А. Антонова пухса хатĕрленĕ. Çĕнĕ кĕнекене алла илме васкăр, ӳкĕнмĕр.
Галина МАТВЕЕВА,
Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
Шупашкар хули.
Читайте нас: