Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
3 Нарӑсӑн 2021, 12:45

Суук-Чишмари историпе культура центрĕ - иртнипе паянхи пурнăç çыхăнăвĕ

Çĕнĕ çулти канмалли кунсенче Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнче вырнаçнă Чăваш историпе культура центрĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Унта çуралнă ăшă туйăмсем, хамăр халăхăн иртнĕ тата хальхи пурнăçĕпе çыхăннă самантсем асран тухмаççĕ. Çавăнпа та хамăрăн ентешсене унта çитсе курма сĕннĕ пулăттăм.

Çав çурта йĕркелекенĕ тата унăн ĕçне тытса пыраканĕ, пирĕн республикăри паллă çын, чăваш халăхĕшĕн тăрăшакан Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Светлана Матвеева пире ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ.
Малти пÿлĕме тĕрлĕ мероприятисенче çĕнсе илнĕ дипломсем, Хисеп хучĕсем илем кÿреççĕ. Вĕсем самаях йышлă. Кашнине тĕрлĕ уяв-конкурссенче çĕнсе илнĕ. Çакă вăл чăваш çурчĕн ĕçне çÿллĕ шайра хакланине пĕлтерет.
Кăшт шаларах иртсен тĕпелте чăваш кĕписем, хушпусем, мăй çыххисем, тĕрленĕ ал тутрисем, ал шăллисем, вырăн çине витмелли хатĕрсем нумай. Чăваш тĕррисем чылай вырăн йышăнаççĕ. Чăнах та, бисертан тунă тухьясем, масмаксем илемлĕ те капăр курăнаççĕ. Вĕсене алла тытса, тăхăнса пăхас килет.
Мĕнле кăна пуканесем çук кунта! Чăваш тумне тăхăннă барбисем те чылай. Сарă, шурă, хĕрлĕ кĕпесем тăхăнтартнă вĕсене. Тухйисене, саппунĕсене вак шăрçаран хатĕрленĕ. Чăваш музейĕнчи пек унта ĕлĕкхи пир ал шăллисемпе кĕпесем кăна мар, хальхи вăхăтра тăхăнакан тухьясене те курма пулать.
Историпе культура центрĕнчи пуянлăха куçпа курса хак панă май, пирĕн халăх ал ĕçне чăнах та ăста пулни палăрать. Çак паха ен пирĕн мăн асанне-кукамайсенчен ламран-лама куçса пыни пирки те иккĕленмелле мар.
Пире ырă сунса кĕтсе илнĕшĕн, хаваспах хăйĕн ал ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнăшăн Светлана Семеновнăна чун-чĕререн тав сăмахĕсем калас килет. Малашне те çăмăлах мар ĕçе йĕркелесе пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп. Ăна юратнă та пархатарлă ĕçре ывăнмасăр вăй хума çÿлти Турă пулăшса пытăр.
Наталья ЯКОВЛЕВА, воспитатель.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: