Пур хыпар та
6 Октябрӗн 2021, 11:50

«Салам» пулнă, пур, пулать те

Ĕпхÿ хулинчи Аксаков паркĕнче сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче регионсем хушшинчи «Салам» юрă-ташă фестивалĕ иртрĕ. Унта республикăри 13 районпа хулари 33 хăйпултарулăх коллективĕ тата 19 уйрăм сцена ăсти хутшăнма кăмăл турĕç. Чăн та, маларах Чăваш Республикинчи пĕр ушкăн та мероприятие çитме заявка панăччĕ. Шел, йăхташсем уява килме мехел çитереймерĕç.

«Салам» пулнă, пур, пулать те
«Салам» пулнă, пур, пулать те

Çак кун кĕрхи ылтăн тумпа витĕннĕ паркра чăваш юрри-кĕвви янранă май асамлăх тĕнчине аса илтерчĕ. Çанталăкĕ уяр та хĕвеллĕ тăчĕ пулин те кассăн-кассăн вĕрекен çил çÿçентерчĕ, анчах та çакă фестивале хутшăнакансен сăнĕнче сисĕнмерĕ.
- Пирĕн халăхăн яланах чăтăмлăх тени пулнă. Ял çыннисем уйрăмах ÿт-пÿ енчен çирĕп. Ултă градус ăшă пулсан та уява килнисем сивĕ çинчен сăмах хускатмаççĕ, пурте хаваслă кăмăлпа канма хатĕр, - пĕлтерчĕ фестивале йĕркелекенсенчен пĕри, ПР чăваш культура обществин пуçлăхĕ Юрий Михайлов çанталăк çинчен сăмах хускатсан.
Фестиваль чаршавне уçнă май 300 ытла сцена ăстине (ăмăртăва шăпах çавăн чухлĕ çын хутшăннă – авт.) Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Виталий Викторов, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Гульназ Мирхайдарова, республикăри чăваш культура обществин ертÿçи Юрий Михайлов саламларĕç, пурне те ăнăçу тата çитĕнÿ тума сунчĕç, районсенчен килекенсене аякри çула кĕскетме май тупнăшăн тав турĕç. Аслисем хыççăн ăмăртăва хутшăнакансене ачасем саламларĕç. Сцена çине Ĕпхÿри вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем Софьяпа Ева Борниковасем тухрĕç. Вĕсем «Чăваш чĕлхи» сăвва вуласа пухăннă халăхăн кăмăлне çĕклерĕç. Чăваш çыравçин Ф.Н. Вуколов-Эрликĕн мăнукĕн ачи, пĕрремĕш класра вĕренекен Филипп Вуколов, мăн аслашшĕн «Полк ывăлĕ» поэмăри сыпăка вулани хăйне евĕр парне пулчĕ.
Çакăн хыççăн фестиваль сцени çине ачасен пултарулăх ушкăнĕсем туха пуçларĕç. Çапла ăмăрту пуçланчĕ. Малтан жюри членĕсем чăваш вырсарни шкулĕн «Акăшсем» ташă ушкăнĕн тата унăн филиалĕсен (95№ шкулти «Энергия» тата 107№ лицейри коллективсем) вĕренекенĕсем А.И. Васильева ертсе пынипе кăтарса панă ташăсене хак пачĕç. Черете тăнă артистсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса çепĕç те янравлă юрă-кĕвĕпе, çĕкленÿллĕ ташă çаврăмĕсемпе çеç мар, хăйсен тумĕпе те куракансене тыткăнларĕç. Фестивальте 17 тĕслĕ наци костюмне курма тÿр килчĕ, кунта фольклор тата хальхи çамрăксен тумне шута илнĕ.
Уяв программи ытлашши тăсăлса кайнине те палăртса хăвармалла. Вăл 11 сехетре пуçланса 18 сехете çити пычĕ. Çакă конкурса хутшăнма кăмăл тунисенчен килнĕ заявкăсен шучĕ йышлă пулнине çирĕплетет. Çав вăхăтрах «Салам» фестивалĕн положенийĕпе килĕшÿллĕн вăхăтра панă заявкăсене пĕрне те пăрахăçлама юрамасть. Çавăнпа та малашне йĕркелÿ комитечĕ «Салам-2022» конкурса икĕ лапам çинче ирттерме сĕнет.
Халĕ вара çĕнтерÿçĕсене палăртма вăхăт пулĕ. Вĕсене жюри членĕсем 8 номинаципе хак пачĕç. Эпир 1-мĕш вырăна тухнисен ячĕсене çеç илсе кăтартăпăр, мĕншĕн тесен йĕркелÿ комитечĕ редакцине урăх кăтартусем паман.
Чăваш ташшине ушкăнпа ташласси
Çĕнтерÿçĕ – Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи «Янра сасăсем» ушкăн.
Чăваш фольклор юррине йышпа юрласси
Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи «Илем» халăх ансамблĕ.
Чăваш эстрада юррине ушкăнпа юрласси
Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи «Çеçпĕл» халăх ансамблĕ.
Чăваш фольклор юррине пĕччен юрласси
Дмитрий Матвеев (Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ).
Чăваш эстрада юррине пĕччен юрласси
Геннадий Михайлов (Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕри культура çурчĕ).
Музыка инструменчĕпе пĕччен каласси
Валентина Яковлева (Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ).
Юрăç хăй çырнă юрра пĕччен юрласси
Александр Герасимов (Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ).
Чăваш ташшине ачасен ушкăнĕ ташласси
Чекмагуш районĕнчи Юмашри культура çуртĕнчи «Хĕвел» («Солнышко») ансамбль.
Çĕнтерÿçĕсене пурне те çитĕнÿсем тунă ятпа саламлатпăр, малашне те культура анинче ăнăçусем тума сунатпăр. «Салам» евĕр кашни конкурс-фестиваль сире савăнăç парнелетĕр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ĕпхÿ хули.

«Салам» пулнă, пур, пулать те
«Салам» пулнă, пур, пулать те
«Салам» пулнă, пур, пулать те
«Салам» пулнă, пур, пулать те
«Салам» пулнă, пур, пулать те
«Салам» пулнă, пур, пулать те
«Салам» пулнă, пур, пулать те
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас