Рудольф Павлов - вăтăр ытла кĕнеке авторĕ. Прозăра та, поэзире те ăнăçлă ĕçлет. Сăмах ăсти темиçе чĕлхепе ирĕккĕн калаçма, çырма пултарать. Вăл – куçаруçă та. Маларах вырăсла «Березонька заветная», «Утренняя роса», «Поворот судьбы», «Липкий запах полыни», «И слушать буду шум берез» тата ытти те, «Çу уйăхĕнчи çумăрсем» чăвашла кĕнекисем пичетленсе тухнă. «Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана» пысăк ĕçе пухса хатĕрлекенĕ тата унăн авторĕ те вăлах. Р.М. Илькелрин произведенийĕсем хамăр республикăра (çав шутра «Урал сасси» хаçатра та) тата Чăваш Енре куллен тухса тăракан пичет кăларăмĕсенче тăтăшах кун çути кураççĕ.
Рудольф Павлов литературăри çитĕнĕвĕсемшĕн Чăваш Республикинчи Алексей Талвир ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Унсăр пуçне кăçалхи сентябрь уйăхĕнче сăвă ăстине «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2021» поэзи фестивалĕнче Пелепей районĕнчи Фатых Карим ячĕллĕ премипе чысларĕç. Вăл – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Пелепейри уйрăмĕн ертÿçи, таврапĕлÿçĕ.
«Рудольф-Илькелрин биографийĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ. Вăл шкулта тăрăшса вĕреннĕ, Пушкăрт патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хăй валли хăрушă та çăмăл мар çул суйласа илнĕ: 30 çул ытла Шалти ĕçсен министерствинче хĕсметре тăнă. Ахаль милици ĕçченĕнчен пуçласа уйрăм пуçлăхне çитнĕ, милици полковникĕ звание илме тивĕçнĕ. Отставкăна тухсан службăна малалла тăснă, Пелепей хулипе район администрацинчи уйрăм ертÿçи пулса ĕçленĕ …», - çырать кĕнекен ум сăмахĕнче чăваш халăх писателĕ, паллă ăсчах-академик, общество деятелĕпе çутта кăларакан Юхма Мишши.
«Люблю я жизнь» роман 26 пайран тăрать. Автобиографилле хайлавра çыравçă хăй çут тĕнчене килнĕ вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăта, выçлă-тутлă та асаплă пурнăçпа пурăнакан çынсем çитĕнÿсем тума пултарни çинчен ансат чĕлхепе çырса кăтартнă. «Эпĕ пурнăçа юрататăп» роман урлă çав вăхăтри пĕр çын кун-çулне çеç мар, пĕтĕм çĕршыв историне сăнласа панă.
«Кĕнекере илсе кăтартнă йĕркесем урлă манпа пĕр ÿсĕмрисем хăйсен ачалăхне тата яш çулĕсене аса илĕç. Вĕсен асаилĕвĕсем манăннипе тÿр килĕç», - тет автор вулакан патне çырнă пайра.
Çак кĕнекене çырма автора юратнă транспорчĕпе, велосипедпа, хăй çуралса ÿснĕ Пелепей тăрăхĕнчи Илькел ялне кайса килни хистенĕ. Ял сывă пулсан та халĕ кунта пурнăç ĕлĕкхи пек вĕресе тăмасть. Колхоз саланнă, хуçалăх та, фермăсем те, ĕç те çук. Анасем çинче тыр-пул ÿстермеççĕ, утă çулмаççĕ. Акă, мĕн кулянтарать автора. Анчах та вăл Илькел çĕнĕрен чĕрĕлессе, çамрăксем унчченхи пекех яла килсе тĕпленессе шанать. Виççĕр страницăллă кĕнекен кашни пайĕ умĕн вырнаçтарнă эпиграфсемпе сăвăсене авторăн 2012 çулта тухнă «Ностальгия» сăвăсен пуххинчен илнĕ. Кĕнеке хуплашкин малтанхи страницине çыравçăн тăван тăрăхĕнчи сарлака уй-хирте тунă сăн ÿкерчĕкĕ илем кÿрет.
Автор çамрăк ăру компьютерпа интернет ытамĕнчен хăтăлса автобиографилле романа вуласа тухасса, паянхи пурнăçа ĕлĕкхипе танлаштарса пăхасса шанать.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.