Пур хыпар та
10 Ноябрӗн 2021, 12:01

Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ

Пурнăç мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Ермеккей районĕнчи Эрехĕрринче пурăнакан Яковлевсем патĕнче пулса курсан çакă тĕрĕсех пулнине ĕненетĕн.

Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ
Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ

Иринăпа Юрий пурнăçăн ытларах пайне хулара пурăнса ирттернĕ. Пелепей хулине вĕсем пĕрлешсенех пурăнма куçнă. Çемье пуçĕ «Башэлектромонтаж» организацине ĕçе вырнаçнă. Ирина лавккара сутуçă пулса ĕçленĕ. Çемье пурнăçĕ хăй йĕркипе пынă, мăшăрсен икĕ ача – ывăлпа хĕр ÿснĕ. Ачасен професси илме вăхăт çитсен Юрий ĕç вырăнне ылмаштарма шут тытнă. Вĕсене вĕрентме укçа-тенкĕ чылай кирлĕ-çке. Юрий Витальевич вахта мелĕпе Çурçĕрте тăрăшма пуçланă. Халĕ вăл «Сургутнефтегаз» акционерлă обществăра вăй хурать. Ирина Витальевна тивĕçлĕ канăва тухнă.
Çак вăхăтран вĕсен пурнăçĕ пĕтĕмпех улшăннă, Яковлевсем тăван ялне таврăнма шут тытнă. Юрий тахçанах çак ĕмĕтпе пурăннă, тăван тăрăх ăна хăй патне туртнă. Иринăна та пенсире кичем пулнă: ачисем Ĕпхÿ хулинче вырнаçнă, упăшки ытларах вăхăтне вахта мелĕпе ĕçре ирттернĕ.
Çакăн пек вĕсем ял пурнăçне хăнăхнă. Чи малтан ашшĕ-амăш тунă çурта пысăклатнă, карта-хуралтăсене çĕнĕрен хăпартнă. Анчах та лара-тăра пĕлмен хуçашăн ку çителĕклĕ пулман. Ирина Витальевна сăмахĕсем тăрăх Юрий ума лартнă тĕллевĕсемпе ĕмĕчĕсене пурнăçламасăр лăпланаймасть, ĕçе яланах вĕçне çитерет. Çавна кура килтисен, ял-йышсен, килен-каян çыннăн куçĕсене илĕртекен илемлĕх çуралать те. Çак хитрелĕх калиткерен пуçланса кил картинче, çуртра тăсăлать.
Хÿмене, çурт стенисене, карта-хуралтăсене эрешсемпе, ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Чечексен аркки ырă шăршă саракан сада илсе каять. Унта пĕр енче чуччу вырнаçнă, тепĕр енче шăрăх кунта хĕвелтен пытанмалли хÿшĕ (беседка). Çакăнтах çемьери чи аслă çыннăн – амăшĕн, асламăшĕн аллипе лартнă чечексем илем кÿреççĕ. Мария Яковлевна çывăх вăхăтра 85 çул тултарать.
Пысăк та хăтлă çуртра темиçе пÿлĕм вырнаçнă. Апла пулсан та Юрий Михайлович çуртăн иккĕмĕш хутне тума шутланă. Шухăшĕ тахçанах пулнă-ха унăн. Халĕ вара çемьере икĕ мăнук çуралсан уйрăмах кирлĕ пек. Çемье пысăкланать, кил-йышри кашни çыннăн хăйĕн кĕтесĕ пулсан аванрах тесе шутлать Юрий. Ачисем çĕнĕ шухăшсем сĕнсех тăраççĕ, ашшĕ вара вĕсене пурнăçа кĕртет. Сăмахран, тĕпелте курăнакан вырăнта ачасем сĕннĕ çемье фотогалерейи вырнаçнă. Юрий Витальевич хÿмесемпе стенасем çинчи кĕлеткесен эскизĕсене Интернетра шыраса тупать, хут çине пичетлесе кăларать. Унтан мастерскойĕнче калайран касать.
Кил хуçипе куçа-куçăн тĕл пулма май килмерĕ. Вăл ĕçреччĕ. Ун çинчен мăшăрĕнчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
– Хăйне кăсăклантаракан ĕçе вăл питĕ тĕплĕ пурнăçлать. Хăш чух пĕр минут та ĕçсĕр лармасть. Ĕçри пекех апат вăхăтне çеç чарăнса илет. Упăшка тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ тесе шутлатăп. Мĕн пĕлменнине вара вĕренме пултарать, – каласа парать мăшăрĕ çинчен Ирина Витальевна.
Ăста та пултаруллă Юрий Витальевича ял-йыш хисеплет, çынсем унран пулăшу, канаш ыйтма килеççĕ. Ăстаçă вĕсене яланах пулăшма хатĕр. Алă айĕнчи япаласенченех вăл илемлĕх тума пултарать: пăралукран – картина, йывăçран – сĕтел-пукан.
Ирина Витальевна хăй те мăшăрĕнчен кая юлмасть, вăл пултарулăх ушкăнĕн хастарĕ. Хаваспах ялти «Илем» фольклор халăх ансамбльне çÿрет.
Юлашки вăхăтра Юрий Яковлев аллипе ăсталанă тĕлĕнтермĕш кĕлеткесене ытти çынсен çурчĕсенче те курма пулать. Ял-йышсем хÿмесене, çурчĕсене илемлетме ыйтаççĕ е ăстаçă хăй вĕсене çынсене сĕнет. Унăн ĕçĕсемпе ытти ялсем те интересленеççĕ. Анчах та хальлĕхе Юрий Витальевича вăхăт хĕсĕкреххи чăрмантарать.
Тĕлĕнмелле пултаруллă та çĕкленÿллĕ кăмăллă çынсем вĕсем Яковлевсем. Вĕсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ. Çак паха ен яланах чунра шанчăклăх, хавхалану туйăмĕ çуратать, вăй хушать, лайăххине ĕненме пулăшать.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Эрехĕрри ялĕ.

Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ
Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ
Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ
Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ
Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ
Яковлевсем илемлĕхе курма, хаклама тата ăсталама пĕлеççĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас