Пур хыпар та
17 Ноябрӗн 2021, 11:48

Пирĕн ентеш тупăсем ăсталанă

Авăркас тăрăхĕнчи Мăйлăпукан ялĕнчи Прокопий Германовсем çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакансем шутланнă. Пÿрчĕ пысăк та хăтлă пулнă, кил таврашĕнче чул хуралтăсем çирĕп тăнă. Вĕсем хуçалăха пĕлсе ертсе пынă. Ĕç вăйĕ те çителĕклĕ пулнă – Германовсен пилĕк ывăл та пĕр хĕр çитĕннĕ.

Пирĕн ентеш тупăсем ăсталанă
Пирĕн ентеш тупăсем ăсталанă

Виççĕмĕш ывăлĕ, Александр, 1895 çулта çуралнă. Вăл пĕчĕкренех пултаруллă ача пулнă, ашшĕ-амăшне вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă. Чиркÿпе приххут шкулĕ хыççăн ашшĕ ăна Треппел ялне вĕренме янă. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене Ермеккей районĕнчи Ляховăри ял хуçалăх шкулне вĕренме направлени панă. Çамрăк Александр ыттисенчен тăрăшса вĕреннипе уйрăлса тăнă. Вăл яланах тарăн пĕлÿ илме ăнтăлнă. Вĕрентÿ отличникĕ пулнине шута илсе вĕрентекенсем пĕлĕвне Златоуст хулинчи механика училищинче аталантарма сĕнÿ панă. 1917 çулта Александр Германов «техник-механик» специальноçне алла илнĕ, хăй профессийĕпе Ĕпхÿ хулинче ĕçленĕ.
Граждан вăрçи вăхăтĕнче Александр шуррисен енче çапăçма килĕшмен. Ялта пытанса пурăннă. Каярах ăна Пермь хулине, çар заводне куçарнă. 1925 çулта вăл Пермь хулинчи патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Кунта илемлĕ сăн-питлĕ студенткăпа Зоя Ильинапа паллашнă. Çамрăксем часах пĕрлешнĕ. Çулталăкран çемьере Нина хĕрĕ çуралнă, 1936 çулта – Евгений ывăлĕ. Александр çине тăрсах тĕплĕ техника пĕлĕвĕ илме ĕмĕтленнĕ. Çивĕч ăслă специалиста çĕнĕ çар хĕç-пăшалĕ хатĕрлекен çар объектне янă.
Çамрăк çемье Александрăн тăван тăрăхне кайса килме шутлать. Çав çул çу кунĕсем йĕпе пулаççĕ. Хăйĕн «чĕкеçне» (Александр мăшăрне çапла чĕннĕ) ял çулĕсем тăрăх алă çинче çĕклесе çÿренĕ. Ашшĕне хăй çемье пуçĕ пулни, аслă пĕлÿ илни çинчен пĕлтернĕ. Ашшĕпе амăшĕ çамрăк çемьене пехилленĕ. Ку вĕсен пĕрремĕш тата юлашки тĕлпулăвĕ пулнă. Каярах Прокопий Георгиевичпа аслă Никита ывăлне халăх тăшманĕсем тесе 58-мĕш статьяпа арестленĕ. Вĕсене 10 çула та виçĕ уйăха ирĕксĕр хăварнă. Никита Прокопьевич тĕрмере вилнĕ. Революциччен Прокопий вулăс старшини пулнă. Ăна вулăсра пĕлнĕ тата хисепленĕ. Вăрçă умĕн 72 çулхи Прокопий ирĕке тухнă. Вăл кивĕ мунчара пурăннă. Пилĕк çултан вилнĕ. Германовсен çуртĕнче колхоз правленийĕ вырнаçнă. Хĕç-пăшал тăвакан ăсчахăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информаци паянхи кун та вăрттăнлăхра упранать. Çырусене те «до востребования» янă.
Хĕç-пăшал тăвакан çамрăк та пултаруллă инженер Хĕрлĕ Çара хĕç-пăшалпа тивĕçтерекен Пермь управленийĕн конструктор бюровне ертсе пыма пуçланă. 1941 çулхи июль уйăхĕнче икĕ конструктора, Гладилинпа Германова, Мускав хулине Совет Союзĕн маршалĕ Г. Куликов патне чĕнсе илнĕ. Вăл нимĕç танкĕсене тĕп тума 76 мм пушкăн тĕслĕхĕ евĕр хăватлă тупă кирли çинчен пĕлтернĕ. НКВД «пур яваплă юлташа» – тупă тума пултаракан специалистсене «хĕç-пăшала кирлĕ пек хатĕрлесе çитериччен тесе» вĕрентÿ заведенине хупă тытнă. Конструкторсем панă задание пурнăçланă. Хĕç-пăшала кирлĕ пек туса çитернĕ. Çав вăхăтрах 1941 çулта çĕнĕ тупă хута яни çинчен никам та пĕлмен. Хĕç-пăшал тĕрĕслев витĕр иртнĕ те Хĕрлĕ Çарăн тĕп артиллери системи пулса тăнă. Александр Прокопьевич Германов 76 миллиметрлă тупă проектне хатĕрлесе унăн 1942 çулхи тĕслĕхĕн тепĕр авторĕ пулса тăнă.
Çак ĕçшĕн Александр Прокопьевича 1942 çулта Сталин премине парса чысланă. Вăл пур укçине те Çĕршыв оборонин фондне янă. Нина Александровнăпа Евгений Александрович ашшĕпе амăшĕн профессине малалла тăснă, профессорсем пулса тăнă.
Германовăн вăрçă хыççăнхи пурнăçĕ патшалăх вăрттăнлăхĕ шутланать. Паянхи кун та унăн чăн-чăн сăн ÿкерчĕкĕ çук. Вăл тăван университетĕнче вĕрентни паллă. 1974 çулта вилнĕ. Ун пирки информаци 2050 çулта уçăлĕ. Архив йĕрки тăрăх, çын вилнĕ хыççăн 75 çул иртмелле. Çавăн чухне тĕпчев ĕçĕсем малалла тăсăлĕç.
Анатолий ИВАНОВ.
Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас