Пур хыпар та
1 Декабрӗн 2021, 10:51

Литература тĕпелĕнче

Ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи культура çуртĕнче «Ухсай Яккăвĕн пултарулăх асамачĕ» литература тĕпелĕ иртрĕ. Поэзие юратакансем чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ, чăваш халăх поэчĕ, драматург, публицист, педагог, ăсчах-тĕпчевçĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнине паллă тума пуçтарăнчĕç.

Литература тĕпелĕнче
Литература тĕпелĕнче

Программа ертÿçи, çак йĕркесен авторĕ, хăнасене ентешĕмĕрĕн биографийĕпе тата пурнăçĕнчи интереслĕ саманчĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Я.Ухсай аса илĕвĕсене итлерĕмĕр. Унăн илемлĕ произведенийĕсене аса илтĕмĕр. Халăх поэчĕн поэзийĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ пулнинчен, вăл чуна тивмелли лирикăпа, халăх ăс-хакăлĕпе, нимпе танлаштарайми кулăшпа хутшăнса йĕркеленнинчен тĕлĕнтĕмĕр.
Литература тĕпелне пуçтарăннисем «Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ» презентацине пăхрĕç. Сания Архипова Елена Ухсайăн «Слово об отце» кĕнекипе паллаштарчĕ. Унта асаилÿсемпе çырусем кĕнĕ.
Ухсай Яккăвĕ пирĕнпе çук пулин те унăн уçă сасси сăввисенче янăрать. Вăл ĕмĕрех халăх асĕнче упранĕ.
Ирина ВАСИЛЬЕВА, вулавăш ĕçченĕ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Литература тĕпелĕнче
Литература тĕпелĕнче
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас