Пур хыпар та
15 Декабрӗн 2021, 10:25

Ăçта-ши эсĕ, Тетĕрпуçĕнчи чăваш чĕлхи?

Манăн пуçа час-часах пĕр шухăш пырса кĕрет «Мӗншӗн-ши ӗлӗкрех пирĕн яла, кÿрше качча килнӗ вырăс, тутар, пушкăрт хӗрӗсем шăкăлтаттарсах чăвашла калаçма вӗреннӗ. Кирлӗ пулсан «сутса яма» та пултарнă. Ачисене те ашшӗн тăван чӗлхине хăнăхма пӗрре те хирӗçлемен, тăрăшсах пӗрле вӗреннӗ».

Ăçта-ши эсĕ, Тетĕрпуçĕнчи чăваш чĕлхи?
Ăçта-ши эсĕ, Тетĕрпуçĕнчи чăваш чĕлхи?

Халӗ ӗнтĕ хамăр ялтах çуралса ÿснӗ çамрăксемех хăйсен ачисемпе тăван чăваш чӗлхипе калаçмаççӗ, пӗлнӗ-пӗлмен чӗлхине хуçса, вырăс чӗлхипе пакăлтатаççӗ. Çакă маншăн пысăк çитменлĕх пек туйăнать. Эпир те хамăр тăван чӗлхепе калаçмасан, ачасене те вӗрентмесен, тăван чӗлхе çухаласси шиклентерет.
Çав канăçа паман шухăша сирсе ярас тĕллевпе ялти ача садӗнче ĕçлекен Алена Петрова воспитатель патне васкарăм. Хам пӗчӗккӗ чухне эпир кунта шăкăл-шăкăл чăвашла калаçаттăмăр. Унта пире тӗрлӗрен чăвашла вăйăсем выляма, сăвăсемпе халапсем калама вӗрентетчӗç.
– Халӗ лару-тăру еплерех-ши?– тесе ыйтрăм воспитательтен.
Вăл яланах йăл-кулăпа кĕтсе илекенскер, пуçне пӗксе салхуллăн хуравларӗ:
– Эх, çаплаччĕ те çав. Чăваш сасси ян каятчӗ, валакри çăлкуç пек шăнкăртататчӗ çак пÿлӗмсенче. Халӗ чăвашла пуплекен пӗр ача та юлмарӗ.
– Мӗншӗн-ха апла? – ыйтрăм эпӗ.
– Ялта тутар-пушкăрт ачисем нумайланнă, чăваш чӗпписем юлманпа пӗрех. Вӗсем вара чăвашла мар, хăйсен чӗлхипе те калаçма пӗлмеççӗ. Çитменнине çамрăк мăшăрсем ачисемпе тăван чăваш чӗлхипе калаçманни те витĕм кÿрет, – пӗлтерчӗ Алена Владимировна.
– Эсир хамăр чăваш чӗлхине упраса хăварас тӗлӗшпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр? – кăсăклантăм.
– Пирӗн чăваш ялӗнче яланах чăваш чӗлхи янрама тивӗçлӗ, – хăйĕн шухăшне пытармарĕ чăваш хастарӗ. – Кирек мĕнле чӗлхеллӗ çын та çак чăваш ялӗнче пурăнма шут тытнă пулсан, пирӗн йăла-йӗркесене, чӗлхене пӗлсе, хисеплеме тивӗç. Çавăнпа та эпӗ вӗсемпе юриех чăвашла калаçатăп.
Ача садӗнчи шăпăрлансемпе ӗçлекенсем мана пысăк çитӗнÿсем тума сӗнсе ăсатрӗç.
Малалла шкула çитсе чăваш чӗлхи урокӗсене вӗрентекенсемпе калаçма шут тытрăм. Анчах та хальхи эпидеми саманинче хапхаран та ирттермерӗç. Çавăнпа эпӗ чăваш чӗлхине вӗрентекен Галина Ефремова патне килне кайма шут тытрăм. Малтанах эпӗ ăна хамăн шухăшсемпе паллаштартăм. Вăл манăн ыйтусем çине уççăн хуравларӗ.
Галина Николаевна та чăваш чӗлхинчен çамрăксем вăтаннишӗн пăшăрханать. Ачасем тытăнчăклă калаçма пуçланине, е пачах та чăвашла пӗлменнине систерчӗ.
– Эсир пӗлтӗр шкул пӗтерсе тухса кайнă хыççăн чăваш ачисем юлманпа пӗрех, – пусăрăнчăк кăмăлпа пĕлтерчĕ вĕрентекен. – Кăçал пӗрремӗш класа килнӗ ачасем хушшинче пӗртен-пӗр хӗр – Таисия Тимофеева. Вăл кăмăлтанах уроксенче тăрăшса ӗçлет, кашни чăваш сăмахне каласа ăнланма тăрăшать.
Çавăн пекех манăн ĕнерхи вĕрентекен Çтерлӗпуç районĕнчи чăваш обществин пуçлăхӗ Ирина Петрова чăваш ачисен ашшӗ-амăшӗсене ÿкӗтлесе ăнлантарнине пула виçӗ чăваш ачине тăван вырăс чӗлхинчен чăваш чӗлхине вӗренме куçарма пулăшнине пӗлтерчӗ.
– Шкул ертÿçисем чăваш урокӗсене хӗсмеççӗ-и? – çуралчĕ пуçра ыйту.
– Нихăçан та ун пекки пулман. Ачасене, ашшĕ-амăшӗсене ăнлантармалли, тăван чӗлхене пурин те пӗлмелли, упрамалли çинчен вӗрентсе тăма хушаççӗ, – терĕ Галина Николаевна.
– Халӗ шкулта миçе ача тăван чăваш чӗлхине вӗренет? – вĕçсе иртрĕ пуçра черетлĕ ыйту.
– Пӗлтӗр тăххăрмӗш класс пӗтерсе тухса кайнă хыççăн кăçал питĕ сахал. Пиллӗкӗн çеç, – пулчĕ кĕске хурав.
– Шкулӗпе пурӗ миçе чăваш ачи? – ыйтрăм эпӗ.
Вăл вара мана кăмăлсăррăн кăна:
– Сахалăн, çулсерен сахалланса пыраççӗ чăваш ачисем. Çамрăксем яла юлмасан ача-пăча ăçтан пултăр? Ялтан автобуспа шкула çÿрекен вун тăватă ача хушшинче саккăрăшӗ кăна чăваш, ыттисем тутарсемпе вырăссем.
Ку сăмахсем хыççăн тата та тарăнрах шухăша путрăм. Кам-ха малашне Тетӗрпуç ялӗн ятне çӗклӗ?
Константин ПЕТРОВ, ППУн Çтерлĕри
филиалĕн студенчĕ.

Ăçта-ши эсĕ, Тетĕрпуçĕнчи чăваш чĕлхи?
Ăçта-ши эсĕ, Тетĕрпуçĕнчи чăваш чĕлхи?
Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас