Пур хыпар та
12 Кӑрлач 2022, 11:42

Çĕлеме ăста çыравçă çĕвĕ машини выляса илчĕ

«Урал сасси» хаçата çырăнса илекенсем хушшинче кашни çур çултах лотерея вылявĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Çĕлеме ăста çыравçă  çĕвĕ машини выляса илчĕ
Çĕлеме ăста çыравçă çĕвĕ машини выляса илчĕ

Выляв иртесси пирки хаçат çырăнаканĕсене малтанах хыпар тăватпăр, кашни номерте тенĕ пек ун пирки аса илтерсех тăратпăр. Вылява хутшăнса парнеллĕ пулас текенсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать темелле. Ку хутĕнче чăваш кăларăмне 2022 çула çырăнса илнисенчен 124 квитанци илтĕмĕр. Лотерея январь уйăхĕн 4-мĕшĕнче 14-00 сехетре редакцире иртрĕ.
«Пушкăртстан Республики» Издательство çурчĕ чăваш хаçатне çырăнакансем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерме 14 парне уйăрса пачĕ. Ку хутĕнче лотерейăна хутшăннисенчен парнесем выляса илекенсем çаксем пулчĕç: И.И. Степанова (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ) – кофе, М.В. Иванова (Пелепей хули) – кухньăра усă курмалли коврик; Н.А. Степанов (Пелепей районĕ, Çĕнĕ Сименкке ялĕ) – стакансен наборĕ; Валерий Никитин (Пишпÿлек районĕ, Йăлпăлак ялĕ) – «Ленор» (кĕпе-йĕм çумалли шĕвек); М.С. Трофимов (Мияки районĕ, Суккул ялĕ) – лампа, В.И. Андреева (Пелепей хули) – инструментсен наборĕ; З.Н. Колесникова (Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ) – номерсем тăрăх картина; А.А. Яковлев (Шаран районĕ, Хурамал ялĕ) – салат валли савăтсем; М.Н. Антонова (Çтерлĕ хули) – лампа; А.С. Николаев (Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ) – плед; И.К. Иванова (Пелепей хули) – духовкăра пĕçермелли кĕленче савăт; В.Ф.Краснова (Пелепей районĕ, Çĕнĕ Сименкке ялĕ) – савăт-сапа наборĕ; А.Ф. Антонова (Приютово поселокĕ) – чей ĕçмелли кружкăсем.
Тĕп парнене (çĕвĕ машини) Пелепей хулинче пурăнакан Рудольф Павлов çыравçă тивĕçрĕ. Рудольф Матвеевич çĕвĕ çĕлеме ăста пулнине шута илес пулсан, парни хуçине пĕлсех шыраса тупнă темелле.
Вылява хутшăнма кăмăл тунисене пурне те тав тăватпăр, çитес лотерейăна хутшăнса хăвăр шăпăра тĕрĕслесе пăхма йыхравлатпăр. Парне выляса илнисене пурне те саламлатпăр. Парне илме килекенсене редакцире 9.00-18.00 сехетсенче (шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне) кашни кун кĕтетпĕр. Хăш-пĕр парнесене командировкăра пулнă чух хамăр кĕртсе пама пултаратпăр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-347-86-4-12-78 (тĕп редактор), 8 347-86-4-22-81 (корреспондентсем).
Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас