Чылай чух вĕсем çемйисене, мăшăрĕпе ачисене вăрах вăхăт курмаççĕ, ăнсăртран сиксе тухакан командировкăсене ялан хатĕр пулмалла, час-часах пурăнмалли вырăна улăштарма тÿр килет. Çар хирĕç тăрăвĕсене, вăрçă пынă вырăна ярас пулсан тата… Вырăнтан-вырăна куçса çÿренĕ чух пурăнмалли условисем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Чылай чух çар çыннипе пурнăçне çыхăнтарнă хĕрарăмăн хăйĕн карьери çинчен пачах та манма тÿр килет. Хăйсене янă хула-поселокра тивĕçлĕ, алла илнĕ профессипе çыхăннă ĕç тупма йывăр. Çавăнпа та пĕр-пĕрне чунтан юратакан, хисеплекен, ăнланакан çынсем çеç йывăрлăхсене парăнтарса çемьене сыхласа хăварма пултараççĕ.
Шутланă-ши 1961 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралнă Вера Матвеева пурнăçне çар çыннипе çыхăнтарассине? Хăйĕн пулас Николай мăшăрĕпе вĕсем пĕр шкулта, пĕр класрах вĕреннĕ-çке. Калас пулать Николай Иванов Мияки районĕнчи Ульяновка ялĕнче (халĕ вăл çĕр чăмăрĕ çинче çук) 1961 çулхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Пĕрремĕш класран пуçласа виççĕмĕшне çитиччен вырăнти шкулта вĕреннĕ. Унтан çуран кÿршĕ Тимеш ялне вĕренме çÿренĕ. Арçын ача çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чух çемье Тимеш ялне куçнă, ашшĕпе амăшĕ кунта çурт хăпартнă. Ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Николайпа Верăн пурнăç çулĕсем тĕрлĕ енне тăсăлнă. Николай Энгельс хулинчи сывлăшри вăйсене хирĕç хÿтĕленмелли зенитпа ракета çар училищине вĕренме кĕнĕ, унтан офицер пулса тухнă. Малалла ăна Коми Республикинчи Воркута хулине службăна янă.
Вера шкул пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿри суту-илÿ училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен суту-илÿ сферинче тăрăшнă. Каярах Барнаул хулинчи суту-илÿ техникумĕнче вĕренсе тухнă.
Николайпа Вера çулла яла каникула килнĕ чух пĕр-пĕринпе курнăçнă. Çамрăксем хушшинче юрату туйăмĕ çуралнă, вĕсем çыру çÿретме пуçланă.
- Эрнере юратнă çыннăмран 2-3 çыру илеттĕм. Хам та çавăн чухлех хурав çыраттăм. Кайран вара вĕсене миçе хут вуламан-ши? Халĕ те çак çырусем упранаççĕ. Ачасем пиртен ирĕк ыйтса вĕсене пĕрре мар вуланă, – аса илет çамрăклăхне Вера Николаевна.
Воркутара служба иртекен Николай пĕрремĕш отпускне тăван ялне килсен, 1983 çулхи февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пĕр-пĕрне ачаранах пĕлекен çамрăксем туй туса пĕрлешнĕ. Мăшăр Николай служба иртекен вырăна тухса кайнă. Çав çулах çамрăк çемьере Евгений ывăлĕ, 1985 çулта Тоня хĕрĕ çуралнă. Николай Аркадиевич Вера мăшăрĕ пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарассине хирĕç пулнă пулсан та 33 çулхи хĕрарăм 1994 çулта ЭВМ операторĕ пулса рядовой званипе хĕсметре тăма пуçланă.
Çемье пуçĕн çар служби 1987-1993 çулсенче Алтай крайĕн Барнаул хулинче иртнĕ. Вĕсен чаçĕ Байконурти космодром чаçне пăхăннă. Асăннă хулана час-часах командировкăсене çÿреме тивнĕ. Вĕсем унта космос аппарачĕсен управлени сеансĕсене ирттернĕ. 1993 çултан пуçласа 2011 çулччен çемье Камчаткăра пурăннă. 1999 çулта Николай Аркадиевич подполковник званипе пенсие тухнă. Анчах та ĕçсĕр ларма пултарайман, локатор станцинче инженер пулса, унтан станци пуçлăхĕ, каярах отделени пуçлăхĕ пулса тăрăшнă.
Н. А. Иванов çар службинче тăнă чух «Çар службинче палăрнăшăн» 3, 2, 1-мĕш степеньлĕ медальсене тата «Çар службинче уйрăмах палăрнăшăн» 1-мĕш степеньлĕ медале тивĕçнĕ. Вера Николаевнăна, тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура, «Çар службинче палăрнăшăн» 3 тата 2-мĕш степеньлĕ медальсене парса чысланă.
Икĕ ача амăшĕ пенсие 2009 çулта отделени командирĕ, аслă сержант званипе тухнă. Пурĕ Николай Аркадиевич çар службинче - 21 çул, Вера Николаевна 15 çул тăнă.
Ивановсен çемйи 2011 çулта Чулхулана (Нижний Новгород) пурăнма куçнă. Кунта вĕсем çĕр лаптăкĕ туяннă, çурт лартнă. Ĕнерхи çар çыннисем халĕ пушă вăхăтне кил-çурт таврашĕнчи сад пахчинче ирттереççĕ. Вера Николаевна тĕрлĕ йышши чечексем ÿстерет, Николай Аркадиевич çимĕç паракан йывăçсене çитĕнтерессипе киленет. Иртнĕ çул вăл пилеш йывăççи çумне груша тураттине сыпăнтарнă. Тата унăн тепĕр пархатарлă ĕçне палăртмалла - вăл варсене ишĕлессинчен сыхлать. Çÿп-çапран тасатса йывăçсем лартать. Ивановсем хĕлле те ахаль лармаççĕ, йĕлтĕрпе ярăнма çÿреççĕ, хăйсемпе пĕрле юратнă мăнукĕсене илеççĕ. Февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче Николай Аркадиевичпа Вера Николаевна пĕрлешнĕренпе 39 çул çитет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Чулхула - Мияки районĕ.