едерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсен 8–11-мĕш класĕсенче, професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.
Вăйă-ăмăртăва хутшăнакансен викторина ыйтăвĕсене туллин хуравласа заявкăпа пĕрле (хушамат, ят, класс/группа/курс, шкул, район/хула, республика/область, электрон почта ячĕсене чăвашла тата вырăсла туллин кăтартса) 2022 çулхи апрель уйăхĕн 9-мĕшĕччен 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт е congress21@mail.ru адрессемпе ярса памалла. Телефон: 8 (8352) 62-35-61; 8-917-670-18-21.
Жюри пултарулăх ăмăртăвне килнĕ ĕçсене пăхса тухса хаклать, тĕрĕс те тулли хуравланисене суйласа илет, çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене палăртать.
Викторина пĕтĕмлетĕвне Чăваш наци конгресĕпе Наци библиотекин сайчĕсенче вырнаçтарăпăр. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене диплом, хутшăннисене сертификат заявкăра кăтартнă электрон адреспа ярса парăпăр.
Ыйтусем:
1. Пирĕн паллă ентеш космонавт летчик Андриян Николаев космосра пĕрремĕш хут вĕçевре пулни кăçал утмăл çул çитет. Ку вăл тĕнче уçлăхĕнче нумай талăк ирттернĕ пĕрремĕш вĕçев пулнă. Космонавта вĕçевре мĕнле (позывнăй) чĕннĕ? Чăваш халăхĕн ятне çăлтăрсем таранах çĕкленĕ мухтавлă космонавта хисеплесе тата чысласа унăн тăван ялĕнче туса лартнă вырăнсене калăр.
2. Чăвашран тухнă малтанхи профессиллĕ архитектор – Санкт-Петербургри Çуллахи садăн карттин авторĕ. Вăл хулара чылай çурта тăвас çĕре тата вĕсен проекчĕсене хатĕрлес ĕçе хутшăннă. Чăваш ялĕнче çуралнă ача мĕнле майпа Санкт-Петербурга лекнĕ тата унта пĕлӳ мĕнле илме пултарнă? Хăвăр каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.
3. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ – тĕнче ăслăлăхĕнче Хĕвел тухăç çĕршывĕсене – Китайпа Монголие – чи малтан тĕпченĕ Раççей ăсчахĕ. Паллă ентешĕмĕрĕн хушаматне тата çуралнă ял ятне калăр. Сумлă тĕпчевçĕ мĕнле-мĕнле паллă вырăс çыннисемпе туслă пулнă?
4. Çак сăвă йĕркисенче кам çинчен сăмах пынине тавçăрăр. Вăл, вырăс çынни, чăваш халăхне пахалăхлă мĕнле кĕнеке парнеленине калăр. Каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.
«... Вĕреннĕ вырăс пур усал вăя
Мухтавлă ырă ĕçĕпе питленĕ:
«Чăваш чĕлхи илемлĕ те пуян –
Тезаврус лингве чувашорум», – тенĕ.
Çапла ят хунă латинла вăл хăйĕн
Чăваш сăмахĕсен кĕнекине».
5. «Тăван чĕлхен вăйĕпе илемне чи малтан мана «Нарспи» туйтарчĕ. Ун чухне ăна кам çырнине те пĕлмен эпĕ. Вуласса пĕчĕкçĕллех вуласса тухсаттăм... Ун чухне хам пĕр çиччĕре-саккăрта çеç пулнă пулас». Çак йĕркесен авторне калăр. «Нарспи» поэмăпа мĕнле майпа паллашма пултарнă-ши вăл? Эсир çав паллашу пирки мĕн пĕлетĕр?
6. Чăваш Енре çуралнă талантлă конструктор Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çĕнĕ йышши пистолет-пулемёт хатĕрленисенчен пĕри пулнă. Икĕ çул хушшинче, вăрçă пĕтиччен, çак хĕç-пăшала Совет Çарне 765 пин ытла туса панă. Пистолет-пулемёт конструкторĕпе унăн çăмăл та шанчăклă хĕç-пăшал ятне калăр.
7. Чăваш драматургин никĕсне хывнă паллă çыравçăн Федор Павловăн «Ялта» драми пирĕн литературăра чи сумлă вырăн йышăнать. Хăйĕн пахалăхĕпе паянхи вăхăта та тивĕçтерет вăл. Кăçал Ф. Павловăн «Ялта» спектакльне сцена çинче пĕрремĕш хут лартни миçе çул çитет?
8. Тăван халăх ятне тĕнче шайне çĕкленĕ паллă балерина Шупашкарта çуралнă. Пермьри хореографи училищинчен вĕренсе тухсан Мускаври Пысăк театр солистки пулса тăнă. Унта вăл балет артисчĕсен Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕнче кампа ташласа Гран-при (чи пысăк награда) çĕнсе илнĕ?
9. Тĕнчипе паллă ученăй педагогика ăслăлăхĕнчи çĕнĕ юхăма – этнопедагогикăна никĕслекен Чăваш Енрех çуралнă. «Чи вăйли мĕн-ха чăваш культуринче? Асатте-асаннене, атте-аннене çав тери пысăка хурса хаклани. Вĕсем вĕрентнисене ăша илсе, ăса хурса пурăнни», – тенĕ вăл. Этнопедагогика никĕслекен ентешĕмĕр ятне, хушаматне калăр. Хисеплĕ вĕрентекене тата çыравçа чысласа 2015 çулта Шупашкарта ун палăкне уçнă. Çав палăк тĕп хулан хăш урамĕнче вырнаçнă?
10. Çитмĕл çул ытла чун-чĕре хĕрӳлĕхне, мĕнпур вăй-халне театршăн, кураканшăн шеллемен, пĕтĕм чăваш тĕнчи пĕлекен, хисеплекен, юратакан артисткăна 2018 çулта театр ӳнерĕнче тава тивĕçлĕ çитĕнӳсемшĕн Мускавра «Ылтăн маска» преми парса чысланă. Паллă артистка ĕçне çĕршыв тивĕçлипех хак панă. Кам çак пысăк хисепе тивĕçнĕ-ши?
11. Чăваш литературинче çак паллă çыравçăн ячĕ – чăннипех чаплă ят. Унăн ятне пирĕн республикăра çеç мар, пĕтĕм çĕршывĕпех пĕлеççĕ, чылай хайлавĕсене тĕрлĕ чĕлхепе куçарса кăларнă. «Эпĕ – хресчен ачи, хресченле шухăшлатăп... Эп – çĕр поэчĕ», – тет вăл. Çак йĕркесем тăрăх ун авторне палăртăр. Пултаруллă сăвăçăн пĕрремĕш сăвви хăçан тата ăçта пичетленнĕ? Сăввăн ятне калăр.
Викторина йĕркелекен –
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин
тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.