Художник тĕнчине тата чăн пурнăçа çыхăнтарма май паракан пĕртен-пĕр хатĕр, паянхи пурнăçăн тĕп элеменчĕсенчен пĕри – смартфон. Куракан Аlchemy приложенипе усă курса «Пушăлăх питĕлĕхĕ» хура тăваткал урлă картинăсем умне куçа куçăн тухса тăрать.
«Ĕç çынни объективра» курава тăратнă архив фотографийĕсем çинче ĕç паттăрĕсем, Наумьел ял çыннисем сăнланнă. Вĕсем çине пăхса куракансем XX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсене лекеççĕ. Хăшĕ-тĕр хăйсен çывăх çыннисене, хăшĕсем тăванĕсене е паллакан çыннисене кураççĕ.
Курав зонин илемĕсенчен пĕри - «Çемйипе вулатпăр» фотовыставка. Унта библиотека кĕнекипе усă куракансен çемйипе пĕрле тунă сăн ÿкерчĕкĕсем вырăн тупнă. Курава пĕрмаях çĕнĕ ĕçсемпе пуянлатса тăраççĕ.
Çтерлĕ районĕнчи ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренекенсен тата вĕсен преподавателĕсен пултарулăх ĕçĕсен куравĕ чунра хавхалану туйăмĕ çуратать. Çакă ĕнтĕ вăл художникпа куракан хушшинчи калаçу. Кашни ĕçре пултаруллă авторсен чунĕн пĕр пайĕ пур тесе калас килет. Сăрăçăсем тăрăшнипе пир татăкне чун кĕрет, куракансем валли ытарайми тĕнче: тăван кил, тăван тавралăх, ачалăхра чупса çÿренĕ, вăй илсе аталаннă вырăнсем çуралаççĕ.
Наумьелĕнчи паянхи саманапа килĕшÿллĕ модельлĕ библитекăна хапăл туса кĕтетпĕр.
Татьяна АФАНАСЬЕВА,
Марина АБДУЛЛИНА вулавăш ĕçченĕсем.
Çтерлĕ районĕ,
Наумьел ялĕ.