Пур хыпар та
13 Апрелӗн 2022, 12:00

Тÿртÿллĕ ялĕ ĕç династийĕсемпе пуян

Кăçалхи 2022 çула Пушкăртстанра Професси вĕрентĕвне çĕнетмелли тата тивĕçлĕ ĕç условийĕсемпе професси династийĕсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна халалланă мероприятисен витĕмĕпе Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче «Ĕç династийĕсен тĕлпулăвĕ» иртрĕ.

Тÿртÿллĕ ялĕ ĕç династийĕсемпе пуян
Тÿртÿллĕ ялĕ ĕç династийĕсемпе пуян

Уяв мероприятийĕнче Тÿртÿллĕ ялĕнчи сакăр ĕç йăхĕ тĕл пулчĕç. Вĕсем аграри промышленноçĕнче, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлав сферисенче тăрăшаççĕ.
Тÿртÿллĕ ялĕнче тăватă педагогика династийĕ: Алексеевсем (пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 197 çул), Павловсем (190 çул), Николаевсем (100 çул ытла) тата Игнатьевсемпе Сергеевсен çамрăк йăхĕ (60 çул ытла).
Леонтьевсен ăрăвне тÿрех икĕ çул-йĕрпе вăй хураканнисем тесе каламалла. Икĕ хĕрĕ амăшĕн çулĕпе кайса медицина сферинче тăрăшаççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 41 çул. Ывăлĕ ашшĕн профессине суйласа илнĕ. Вĕсем – строительсем. Ашшĕпе ывăлĕ иккĕшĕ пĕрле çак сферăра 54 çул ытла ĕçлеççĕ.
Тихоновсен çамрăк çемйине шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденисен ертÿçисен ăрăвĕ тесе палăртмалла. Ирина Владимировна – Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ. Вăл хăйĕн ертÿçĕ тилхепине кинне Лилия Зинуровнăна панă. Асăннă ăрăвăн ĕç стажĕ – 55 çул ытла.
Михайловсен ĕç ăрăвĕ йывăр ĕç кунĕ хыççăн вырăнти культура çуртĕнче киленÿ тупнă Анна Егоровнăпа Александр Степановичран пуçланать. Вĕсен йăхне профессиллĕ баянист, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ Геннадий Александрович малалла тăсать. Ăна пур ĕçре те мăшăрĕ Валентина Аркадьевна пулăшса та хавхалантарса пынă. Наталья хĕрĕ те ашшĕн çулĕпе кайнă.
Никифоровсен ăрăвĕ çĕре тата çĕр ĕçне юратнипе хисепе тивĕçнĕ. Механизаторсен ăрăвне пуçарса яракан Владимир Михайлович çĕр ĕçĕнче 50 çул ытла вăй хурать. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 100 çул ытла.
Мероприятие ертсе пыракансем професси ăрăвĕсене сахал мар ыйту пачĕç. Вĕсем вара хаваспах хуравларĕç.
Çак çемьесен мĕнпе мăнаçланмалли пур? Тăван районпа ял тивлечĕшĕн вĕсем пĕр теçетке çул çеç мар вăй хураççĕ. Шăпах çак çынсем ялăн мăнаçлăхĕ пулса тăраççĕ те.
Професси династийĕсене саламлама тата тав тума сцена çине ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова тухрĕ. Вăл кашни професси ăрăвне Тав хучĕсем парса чысларĕ. Мероприяти вăхăтĕнче презентаци те иртрĕ.
Ĕç ăрăвĕсен тĕлпулăвĕ информаци тĕлĕшĕнчен пуян пулнине, кăмăллă лару-тăрура иртнине палăртмалла. Çавăн пекех мероприятие вырăнти культура çурчĕн артисчĕсемпе Еремкино ялĕнчен килсе çитнĕ Альфира Ахметова хăна илем кÿчĕç.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас