Пур хыпар та
12 Майӑн 2022, 09:58

Ĕç сыхлавĕ тата хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ

Ĕç сыхлав уйăхлăхĕн витĕмĕпе 2022 çулхи апрель уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче Хушăлкари вăтам пĕлÿ паракан шкулта ĕç сыхлавĕ тата пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă мероприятисем ирттернĕ.

Ĕç сыхлавĕ тата  хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ
Ĕç сыхлавĕ тата хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ

Вĕсем шкул ĕçченĕсен, вĕренекенсен сывлăхĕсене çирĕплетессипе çыхăннă. Ахальтен мар-тăр «Инкекрен маларах сыхланмалла» текен ваттисен сăмахĕ пур.
1-11 классен ертÿçисем, «Илемпи» ача сачĕн воспитателĕсем ĕç сыхлавĕпе çыхăннă калаçусем ирттернĕ. Вĕренекенсем пÿлĕмсенче, экскурсисенче, спорт мероприятийĕсем вăхăтĕнче хăрушсăрлăх инструкцийĕсемпе паллашнă, «Ейÿ вăхăтĕнче хăвна мĕнле тытмалли йĕркесем», «Ĕç хăрушсăрлăхĕ», «Ачасен çул-йĕр травматизмĕн сăлтавĕсем» тата ытти темăсемпе калаçусем ирттернĕ. «Ĕç сыхлавĕ тата хăрушсăрлăх техники» темăпа 6-мĕш класра А.А. Ефимова библиотекарь-вĕрентекен кăсăк урок ирттернĕ. Заняти станцисем тăрăх çул çÿрев çÿренĕ евĕр иртнĕ. Пĕрремĕш станци «Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем» ятлă пулнă, кунта ачасем кулленхи пурнăçра мĕнле хăрушлăхсем сиксе тухма пултарнине пăхса тухнă. Çавăн пекех электричество приборĕсемпе мĕнле усă курмаллине, хăрушсăрлăх правилисене аса илнĕ. Ачасене вут-çулăм сÿнтермелли хатĕре (огнетушитель), пушар машинине пуçтарма хушнă. Литература произведенин сыпăкне вуланă хыççăн унăн авторĕпе ятне тавçăрса илмелли ĕçсем те пулнă. Иккĕмĕш «Инкеклĕ лару-тăрура хăвна тытмалли правилăсем» станцире тĕрлĕ пăтăрмахра мĕн тумаллине пăхса тухнă. Виççĕмĕш «Килти хăрушсăрлăх йĕркисем» станцинче кĕтмен çĕртен сиксе тухакан лару-тăрусене сÿтсе явнă. Ачасем «Азбука безопасности» вĕрентÿ фильмне пăхнă, «Хăрушсăрлăх йĕрки» кĕнекесен выставкипе паллашнă.
Иккĕмĕш класра А.С. Газизова вĕрентекен «Хăрушлăхсăр ĕç» класс сехетне вăйă йĕркипе ирттернĕ. Ачасем асăрхаттару-тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупнă, «Килти хăрушсăрлăх» вĕрентÿ фильмне пăхнă. Самуил Маршакăн «Пушар» калавне вуланă хыççăн аслисене итлеменни мĕн патне илсе çитернине сÿтсе явнă. Вĕренекенсем ĕç урокĕсенче хăрушсăрлăх паллисене ÿкернĕ.
ОБЖ урокĕсене ертсе пыракан А.В. Васильев вĕрентекен йĕркеленипе ача сачĕн воспитанникĕсемпе вĕренмелли эвакуаци ирттернĕ. Çавăн пекех «Шкулта суранланассинчен мĕнле сыхланмалла» темăпа калаçусем йĕркеленĕ.
Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни тавăрма çук пысăк сиен кÿрет, хуйхă патне илсе çитерме пултарать. Ĕç сыхлавĕпе ирттернĕ мероприятисем хăрушлăхсенчен сыхланмалли чи вырăнлă та кирлĕ ĕçсем пулса тăраççĕ.
Алена ЕФИМОВА, библиотекарь-вĕрентекен.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас