Пур хыпар та
Акатуй - 2019
10 Июлӗн 2019, 14:02

«Тус-тăван» ансамбль Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен уявĕнче

Чăваш Республикин кунĕнче, июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра йăлана кĕнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ.

Наци уявĕсенчен чи паллă та тарăн шухăшлă, кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртекен уяв Чăваш Енре пурăнакан чăвашсене çеç мар‚ тĕрлĕ тăрăхра тĕпленнисене те пуçтарчĕ.
Уява пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăвашсен наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов саламларĕç‚ «Акатуй-2019» пуçланнине пĕлтерчĕç.
Акатуй пире‚ пухăннисене‚ чун-чĕре пуянлăхĕсене – тăван çĕре тата çемье кăвайтне юратмаллине‚ йăла-йĕркесене хисеплемеллине – аса илтерчĕ.
Кăçал чаплă уява 18 регионтан тата çывăхри чикĕ леш енчи пĕр çĕршывран 24 юрă-ташă ушкăнĕ (300 яхăн çын) килсе çитрĕç. Вĕсен хушшинче - халăх‚ облаçри эстрадăпа фольклор ушкăнĕсем‚ хуласемпе ялсенчи культура çурчĕсем тата регионсенчи наципе культура пĕрлешĕвĕсем. Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи «Тус-тăван» чăваш халăх ансамблĕ те (ертÿçи – С.В.Юдина ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ) ПР Культура министерствин йыхравĕпе Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен «Акатуй-2019» уявне хутшăнчĕ.
Хальхинче те пирĕн ушкăн хăйĕн чи илемлĕ юррисене шăрантарчĕ. ЧР Культура, нацисен тата архив ĕçĕсен министерстви VII Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăннăшăн‚ юрăçă ăстине çÿллĕ шайра кăтартнăшăн «Тус-тăван» ансамбле дипломпа тата хаклă парнепе чысларĕ.
Çавăн пекех «Тус-тăван» ансамбль «Айтăр‚ вăййа тухар-и?» регионсем хушшинчи чăваш фольклор фестивальне хутшăнчĕ. Унта та пирĕн артистсем халăх юррисене пропагандăланăшăн диплом илме тивĕçрĕç. Фестиваль вĕçĕнче ансамбль хăйĕн кураканĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕ.
Хуплу - чăваш халăхĕн тараватлăх‚ ырă кăмăлпа йышăннин символĕ. Пысăк та чаплă кукăльсăр чăвашсен пĕр наци праçникĕ те иртмест. Акапа çĕр уявне çăкăр-булка пĕçерекенсем кĕнеке евĕр 300 кг таякан 30 метр тăршшĕ, хуплу пĕçернĕ. Праçник кунĕ Шупашкарăн Хĕрлĕ лапамĕнче уява хутшăнакансемпе хăнасем хуплăва астивсе пăхма пултарчĕç.
Эпир‚ «Тус-тăван» ансамбль хастарĕсем‚ Федоровка районĕн пуçлăхне В.Ф.Насретдинова‚ культура уйрăмĕн ертÿçине Б.Н. Сиразетдинова‚ районти культура çурчĕн методистне В.И.Денисована‚ И.К Курмаевпа Т.М.Рамазанов водительсене çула тухма тата Хусанпа Шупашкар хулисенче пулса курма май туса панăшăн тав тăватпăр, хуласенчи илемлĕ вырăнсемпе киленнĕшĕн‚ чăваш культурин пуянлăхĕпе паллашнăшăн‚ çĕнĕ юлташсем тупнăшăн‚ ĕлĕкхи тусссемпе тĕл пулнăшăн савăнатпăр.
Çак çулçÿреврен ушкăн пĕр вырăнта тăмасăр малалла утма‚ çитĕнÿсем тума вăй-хал илсе таврăнчĕ.
Светлана ЮДИНА‚
ансамбль ертÿçи.
Федоровка районĕ‚
Урал ялĕ.
Читайте нас в