Пур хыпар та
Акци "Çĕнтерÿ вăрманĕ"
2 Октябрӗн 2019, 13:09

Хула пуçлăхĕ те пăрăнса юлмарĕ

Сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче «Çĕнтерÿ вăрманĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн Раççейри экологипе патриот акци шайĕнче 59 Уссури грушин хунавĕсене лартрĕç. Экологи акцин тĕп тĕллевĕ – Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене ĕмĕрлĕхех асра хăварасси.

Асăннă мероприятие Çтерлĕ хулинчи Шалти ĕçсен министерствин управленийĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç: ветерансен Канашĕн председателĕ Л.А.Кузьмина тата унăн членĕсем М.А.Зеленцова‚ Б.В.Брыкин тата В.Н.Михайлов. Çар Туслăхĕн («Боевое братство») членĕсем те‚ Н.Р.Кикшакбаевпа Г.Д.Степанов‚ айккинче юлмарĕç. Унсăр пуçне экологипе патриот акцине Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Çтерлĕ хулинчи управлени начальникĕ‚ полици полковникĕ И.Ю. Хурматуллин‚ уйрăм состав пуçлăхĕн пулăшаканĕ А.К. Серов хутшăнма кăмăл турĕç. ШĔМ ветеранĕсем çимĕç паракан йывăç хунавĕсене Çтерлĕ хулинчи шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăнннă милици ĕçченĕсене, тăванĕсемпе çывăх çыннисене халалласа лартрĕç. Сăмахран‚ Борис Викторович Брыкин хăйĕн амăшне‚ А.Ф. Брыкинана (29.10.1919 - 01.10.2000çç.) Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникне‚ Мария Алексеевна Зеленцова мăшăрне, отставкăри милици подполковникне, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникне В.Н.Чухарева (1923-2001çç.), Людмила Антоновна Кузьминапа Виталий Николаевич Михайлов (çак йĕркесен авторĕ) оставкăри милици капитанĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникне С.З. Иргалинана (1925-2010çç.) халалланă.
Çавăн пекех мероприятие Çтерлĕ хула администрацин пуçлăхĕ В.И. Куликов та хутшăнчĕ. Çимĕç паракан йывăç хунавне вăл И.Ю. Хурматуллин полици полковникĕпе пĕрле лартрĕ.
Акцие хутшăнакансен кăмăлĕ питĕ хавасчĕ. Çанталăкĕ уяр пулни те ĕçе хăвăрт вĕçлеме пулăшрĕ.
Виталий МИХАЙЛОВ.
Çтерлĕ хули.