Сăмахран‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçи историре уйрăм вырăн йышăнать. Темиçе вунăçуллăх иртсен те вăрçăпа интересленекесен йышĕ сахалланмасть. Кашни çамрăк ăру вут-çулăмлă çулсен синкер страницисене çĕнĕрен‚ хăйне евĕрлĕ ăнланать‚ çĕнтерÿçĕ халăхăн вилĕмсĕр паттăрлăхне тивĕçлĕ хак парать‚ пулса иртнинчен паянхипе малашлăхри пурнăçшăн кирлине илет. Паянхи кун паттăр та хăрушă пулăмсем çинчен эпир кĕнекесенчен тата кинофильмсенчен пĕлме пултаратпăр. Урал ялĕнчи вулавăш ачасене вăрçă çинчен хайланă чи лайăх произведенисене вуласа тухма явăçтарас тĕллевпе çулсерен иртекен «Ачасене вăрçă çинчен вуласа паратпăр» Пĕтĕм халăхсен хушшинче иртекен акцине хутшăнать. Кăçал та эпир айккинче тăрса юлмарăмăр. Май уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче И.Е.Данилова библиотекарь (çак йĕркесен авторĕ) вĕренекенсене Л.Космодемьянскаян Зояпа Шура çинчен çырнă повесть сыпăкне тата Сергей Алексеевăн «Ни шагу назад» калавне саспа вуласа пачĕ. Произведенисене вуланă чух ачасем хăйсене вăрçăра пулса курнă пекех туйрĕç. Илтни çинчен вĕсем тĕплĕн шухăшларĕç‚ ăнланма тăрăшрĕç. Унтан шкул ачисем ыйтусем çине хуравларĕç‚ кашни хăйĕн кăмăл-туйăмне‚ шухăшне уçса пачĕ. Асăннă мероприятинче ачасем те активлă пулни савăнтарчĕ. Вĕсем 1941-1945çç.вăрçăри Пушкăртстанăн вырăнĕ‚ çамрăк паттăрсем тата «Вилĕмсĕр полк» акци çинчен тарăнрах пĕлчĕç. Унсăр пуçне вулавăш ĕçченĕ «Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен çырнă чи лайăх произведенисем» ятлă кĕнекесен выставкине хатĕрленĕччĕ. Хăш чухне хаяр та хăрушă вăрçă çинчен çырнă хайлавсене вулама питĕ йывăр. Анчах эпир вĕсене вуламалла та‚ пĕлмелле те. Çакăн евĕр акцисем ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çамрăк ăрура патриотизм‚ интернационализм туйăмĕсем çуратма пулăшаççĕ. Çавăн пекех çамрăксене аслă ăру тата Тăван çĕршывăн истори умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçлама вĕрентеççĕ.