- Йывăçсем лартассине çуллах, паттăр 100 çул тултарнă кун, август уйăхĕн 25-мĕшĕнче палăртнăччĕ. Анчах та вăрманçăсем сĕннипе, шăрăх çанталăк тăнине пула, çак ĕçе кĕркуннене куçартăмăр. Пирĕн шутпа çапла туни вырăнлă та пулчĕ-тĕр. Паян ял халăхĕпе, çав шутра культурăпа вĕрентÿ сферинче, ял Канаш администрацинче ĕçлекенсемпе ветерансем, шкулта вĕренекенсем тăрăшнипе палăртнине пурнăçларăмăр. Малашне йывăç хунавĕсем вăй илсе çак вырăна илем кÿрессе шанатпăр. Паллах, йывăç тĕмĕсене пăхса тăрăпăр, тивĕçлĕ тимлĕх уйăрăпăр, - паллаштарчĕ пире ял Канаш администрацин пуçлăхĕ Дмитрий Андреев.
Йывăç тĕмĕсемпе слакпуçсене укçа-тенкĕсĕрех Пелепейĕнчи вăрман хуçалăхĕ (директорĕ - Азат Заляев) тивĕçтернĕ. Çавăнпа та вырăнти администраци вĕсене тав тăвать. Çавăн пекех ялти ветерансен организацине те (ертÿçи – В.П. Павлова) ăшă сăмахсемпе палăртса хăвармалла. Çулĕсене пăхмасăр Леонид Павлов (ял старости), Николай Тимофеев, Тамара Антипова, Вера Павлова, Надежда Васильева çак акци вăхăтĕнче çамрăксемпе пĕр тан тăрăшнă, вĕсене ырă тĕслĕх кăтартнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.