«Çут çанталăка упрани – Тăван çĕршыва упранипе пĕрех», – тет Михаил Пришвин паллă вырăс çыравçи. Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ача садĕнче ĕçлекенсем çитĕнекен ăрăва çут çанталăка упрама вĕрентес, экологи воспитанийĕ парас тесе нумай тăрăшаççĕ.
Иртнĕ çул эпир «Çут çанталăка упракансем» проекта хутшăнтăмăр. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе ĕçре тĕрлĕ мелсемпе тата майсемпе усă куратпăр: экскурсисем, сăнавсем, куравсем, опытсемпе экспериментсем ирттеретпĕр. Çав шутах çут çанталăкра ĕçлесси те, экологи дидактика вăййисем те, моделировани те, экологи акцийĕсем те кĕреççĕ. Ачасен пуçарулăхне, воспитани тухăçлăхне ÿстермелли чи интереслĕ мелсенчен пĕри вăл – экологи акцийĕ. «Акци» сăмах вырăс чĕлхине куçарсассăн «ĕç туни» тенине пĕлтерет. Акци вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ мероприяти шутланать. Унта педагогика процесĕнчи çынсем, ачасем, педагогсем, хутшăнаççĕ.
Акă, нумаях пулмасть ача садĕнче «Çимелли сырăш» экологи акцийĕ иртрĕ. Ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле çут çанталăкра тĕл пулакан япаласенчен сырăшсем ăсталарăмăр. Вĕсене йывăçсем çине çакрăмăр.
Кайăксем – çут çанталăкăн пĕр пайĕ. Вĕсем ÿсен-тăрансене, йывăçсене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсене тĕп тăваççĕ. Анчах та хĕллехи вăхăтра кайăксене хĕн килет. Çавăнпа та çунатлă туссене пирĕн пулăшас пулать.
Елена ГРИГОРЬЕВА,
Алена СОЛОДСКАЯ
воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ,
Рощинский ялĕ.