Пур хыпар та
Акци
19 Декабрӗн 2023, 10:36

Симĕс чăрăш вăрманта ÿстĕр

Хĕл çитрĕ. Ачасемпе аслисен чи юратнă уявĕ – Çĕнĕ çул – çывхарса килет. Вăл асамлăхпа тата çĕнĕлĕхсем кĕтнипе тулли.

Симĕс чăрăш вăрманта ÿстĕр
Симĕс чăрăш вăрманта ÿстĕр

Уявăн тĕп илемĕ, паллах, гирляндăсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ теттесемпе, ялтăркка çипсемпе илемлетнĕ чăрăш. Вăл пире уяв кăмăл-туйăмĕ парнелет. Анчах та Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн нумай пулмасть çеç çурта илем кÿнĕ тата ачасене савăнтарнă елкăсем çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем çывăхĕнче выртнине асăрхатăн. Хурлăхлă ÿкерчĕк. Шăпах çавăнпа аслисене те, ачасене те çак проблемăна тимлĕх уйăрма чĕнсе калас терĕмĕр.
Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланас умĕн Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ялĕнчи ача сачĕн воспитателĕсем аслă ушкăнри ачасемпе «Ёлка, пурăн» акцие хута ятăмăр. Ăна чăрăшсемпе хырсене упрас, ачасен ашшĕ-амăшĕсене вăрман илемне сыхлама чĕнсе калас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Эпир чĕрĕ чăрăшсене лавккара туяннисемпе е хамăр алăпа ăсталанисемпе улăштарма чĕнсе калатпăр. Хамăр ача садĕнчи кашни çемье чĕрĕ елка туянассинчен тăхтаса тăрсан тăван тавралăха мĕн чухлĕ усă кÿнĕ пулăттăмăр. Икĕ, виçĕ тата та ытларах ача садне илес пулсан...
Çут çанталăка хирĕç утăм тăвар. Вăл пире çавăншăн тав тăвĕ анчах. Эпир вăрман чиперккине упраса хăварассишĕн. Пирĕнпе пĕрле акцие хутшăнма чĕнетпĕр.
Елена ЖИГАЛОВА,
Анастасия СОЛОДСКАЯ воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ,
Рощинский ялĕ.

Симĕс чăрăш вăрманта ÿстĕр
Симĕс чăрăш вăрманта ÿстĕр
Симĕс чăрăш вăрманта ÿстĕр
Симĕс чăрăш вăрманта ÿстĕр
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: