

Асăннă акци чăваш чĕлхине, культурипе йăли-йĕркине хаклакан çынсене пĕрлештернĕ. Диктанта хутшăнакансем хăйсем чăваш чĕлхине епле пĕлнине тĕрĕслеме, çавăн пекех унăн илемĕпе хăйне евĕрлĕхне туйма пултарнă. Çакăн йышши мероприятисем тăван чĕлхене упрама пулăшаççĕ, çитĕнекен ăрăва хамăр чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентеççĕ.
Мероприятие хисеплĕ хăнасем – шалти ĕçсен отставкăри полковникĕ, Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕн президиумĕн пайташĕ, регионти чăвашсен Канашĕн ветерансемпе тата çамрăксен политикипе ĕçлекен комитетăн председателĕ Борис Гордеев, Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн регионти обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ Людмила Мурманская хутшăннă. Вĕсем çакăн евĕр пуçарусен пĕлтерĕшне, чĕлхен нумай енлĕхне упраса хăварасси пирĕн çĕршывăн культура еткерĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулнине палăртнă.
Диктант çырма чăваш вырсарни шкулне çÿрекен çамрăксемпе ачасем хутшăнни те савăнтарать. Шкулта ăшă та савăнăçлă лару-тăру хуçаланнă. Мероприятие хутшăнакансемшĕн диктант çырни пĕлĕве тĕрĕслемелли çеç мар, пĕрле пуçтарăнса тăван чĕлхепе калаçмалли ырă сăлтав та пулса тăнă. Асăннă диктанта ирттерни чăваш чĕлхипе, наци культурипе кăсăкланассине çирĕплетес тĕлĕшпе тунă тепĕр утăм шутланать.
«Раççей – халăхсен çурчĕ» Пĕтĕм Раççейри диктант акцие Ҫтерлӗ хулинчи, Давлекан районĕнчи Чуйăнчи-Николаевка ялĕнчи, Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнчи тата республикăн ытти тăрăхĕсенчи чăваш хастарĕсемпе çамрăкĕсем хутшăннă.
Надежда РОДИОНОВА.