Пелепейри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хĕр халĕ Ĕпхÿ хулинче ĕçлесе пурăнать. Пушă вăхăтра хăйĕн юратнă ĕçĕпе, тĕрĕ тĕрлессипе, интересленет. Вунă çул хушшинче чăваш хĕрĕ сахал мар картина тĕрленĕ. Хăй ĕçĕсене Олеся тăванĕсемпе çывăх çыннисене парнелет, пÿлĕмсенчи стенасене илемлетет. Çак ĕçе тума ăна илемлĕхе юратни хавхалантарать. Паллах, тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăхсăр та пулмасть. Шăпах çак енсем Олесьăна хăйĕн туйăмĕсене пусма çине куçарма май параççĕ те. Çапла çуралать илемлĕ пысăк е пĕчĕк, анчах кирек хăçан та чуна ăшă туйăм парнелекен ÿкерчĕк.