Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Алă ăсти
15 Августӑн 2019, 16:28

«Илемлĕхе сăнама‚ хитре япаласем тума вĕрентес килет»

Ольга Федорова Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке шкулĕнче «Марье - ăстаçă» («Марья искусница») ачасен пултарулăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулса ĕçлет.

«Марье-ăстаçă» кружока О.Н. Федорова 1997 çулта йĕркелесе янă. Унта 8-12 çулхи ачасем хаваспах çÿреççĕ. Çавăн пекех Ольга Николаевна «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамбль солистки те. Ачасен ĕçĕсене вăл район, регион хушшинчи куравсене те тăтăшах тăратать. Вĕсемшĕн парнеллĕ дипломсене тивĕçнĕ. Ачасемпе хĕрарăм юратса‚ чунтан парăнса ĕçлет. Вĕсем те ăна хăйсен юратăвне парнелеççĕ.
Ăстаçă хăйĕн пултарулăхне аталантарнă май пĕр вырăнта тăмасть, ялан вăхăтпа пĕр тан утма тăрăшать. Ольга Николаевнăн ĕçĕсене куракансем пысăк хак параççĕ, вĕсем асĕсенче вăраха юлаççĕ. Алăпа тунă япалисене эстетикăн çÿллĕ шайĕнче пурнăçлама тăрăшать, хăйĕн пултарулăхĕпе ĕçтешĕсене паллаштарса мастер-классем ирттерет, докладсем вулать‚ опычĕпе паллаштарать‚ педагогика форумĕсене хутшăнать. Хăй те вуласа-курса нумай çĕннине пĕлет. Пĕр сăмахпа каласан, тырă выраканĕ те‚ çĕвĕ çĕлекенĕ те‚ шăхлич калаканĕ те хăй.
Ачасемпе вĕсем вĕтĕ шăрçаран (бисер) илемлĕ чечексем‚ йывăçсем тăваççĕ‚ çекĕлпе тата йĕппе çемçе теттесем те çыхаççĕ. Пĕр-пĕр сюжетлă ÿкерчĕк тĕрленĕ чух вара чун канать‚ пĕчĕк ачан аллинчи вĕтĕ моторика лайăх аталанать. Хулăн çипсенчен çыхса тĕрлĕ япала ăсталасси те (макраме) ачасемшĕн ют мар. Çавăн пекех тăмран‚ гипсран‚ тăварлă чустаран йăваласа тунă изделисем хăйсен илемлĕхĕпе куçа савăнтараççĕ. Кунта калăпăшлă (объемный) сюжет ÿкерчĕкĕсем‚ статуэткăсем‚ савăт-сапа та пур. Пусмаран аппликацисем‚ пăрахăçа тухнă япаласенчен илемлĕ костюмсем ăсталаççĕ. Ольга Николаевна пĕр вырăнта тăмасть‚ ялан çĕнĕ ăсталăхăн техникине алла илме тăрăшать. Фоамиранпа ĕçлессине‚ декупаж тăвассине‚ оригами‚ квиллинг техникисене хăй лайăх пĕлет‚ ачасене те хăнăхтарать. Унăн воспитанникĕсем театр валли хутран касса‚ çипрен çыхса пуканесем хатĕрлеççĕ. Ачасем хăйсен ĕçĕсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне амăшĕсене‚ асламăшĕ-кукамăшĕсене‚ Çĕнтерÿ кунне халалласа вăрçă ветеранĕсене‚ тыл ĕçченĕсене‚ Ватăсен кунĕнче аслисене парнелеççĕ.
Хăй ĕçĕнче Ольга Федорова ачасенче пултарулăха аталантарассине‚ талантлисене малалла ăнтăлма пулăшассине тĕпе хурать. Занятисенче илемлĕхпе ĕçлев ÿнерĕпе (декоративно-прикладное искусство) тата наци халăх пултарулăхĕпе паллаштарассипе ĕçлет‚ вĕсем обществăшăн кирлĕ пулнине асра тытма‚ тирпейлĕ тата тăрăшуллă пулма‚ ĕçе хăнăхма вĕрентет. Кружоксене чылай чух калаçу формипе ирттерет.
Малалли хаçатăн 33№.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Куюргазă районĕ.
Читайте нас: