Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Алă ăсти
19 Нарӑсӑн 2020, 13:16

Йĕтĕнне те акаççĕ, пушăтне те хатĕрлеççĕ

Кăçалхи январь уйăхĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Валерия Ворошилова район шайĕнче XIX хут иртекен «Ăслăлăх кунĕ – 2020» наукăпа практика конференцине хутшăнчĕ. Унта хĕр ача «Технологи‚ живопись» секцийĕнче вăй виçрĕ. Валерия тĕпчев ĕçне (ертÿçи – технологи учителĕ Ольга Николаевна Федорова) тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ‚ I вырăн çĕнсе илчĕ.

Кăçалхи январь уйăхĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Валерия Ворошилова район шайĕнче XIX хут иртекен «Ăслăлăх кунĕ – 2020» наукăпа практика конференцине хутшăнчĕ. Унта хĕр ача «Технологи‚ живопись» секцийĕнче вăй виçрĕ. Валерия тĕпчев ĕçне (ертÿçи – технологи учителĕ Ольга Николаевна Федорова) тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ‚ I вырăн çĕнсе илчĕ.
Кривле-Илюшке шкулĕн 7-8 класс вĕренекенĕсем палăртнă ĕçе пурнăçлама июнь уйăхĕнчех тытăнчĕç. Çăка хуппине Ефимовсен çемйинчен ыйтса илчĕç. Вĕсем çав вăхăтра çырма хĕрринче мунча хăпартатчĕç. Ялта дача тытакан В.В. Махлеев вара шыв юхакан çырма тĕпĕнче шалчасем çапса пачĕ. Унтан вăл шалчасем çумне алюмини пралукпа çăка хуппине çыхса хума пулăшрĕ. Çапла майпа хупăсене шыв айне путарчĕ. Çăка хупписем кĕр кунĕсем çитиччен çырма тĕпĕнче выртрĕç. Ачасемпе аслисене хупăсенчен пушăт сÿсе илесси питĕ интереслентерчĕ. «Епле-ха пушăт çемçелĕ? Ăна тулти хупăран мĕнле сÿсе илмелле-ши?» текен ыйтусем нумайăшне канăç памарĕç. Кĕтнĕ кун çитрĕ. Ачасемшĕн çак кун асамлăхпа тулчĕ. Вĕренекенсемпе ĕçĕн ертÿçи пушăта хупăран уйăрчĕç. Çак ĕçе вĕсем инструментсемсĕр пурнăçларĕç. Юшкăн (ил) пуснă мунчаласене темиçе хутчен шывра çуса тасатрĕç. Унтан хупăсемпе мунчалана çыран хĕррине кăларчĕç. Мунчала кăштах типтĕр тесе хÿме çине çакса хучĕç. Вĕсенчен вара илемлĕ çăка хăйăвĕсем‚ пушăтсем‚ пулчĕç.
Октябрь уйăхĕнче «Марья-искусница» кружокра ачасем çак материалпа ĕçлеме тытăнчĕç. Вĕсем хăюсене пĕр-пĕринпе пĕрлештерсе тĕрлĕ япаласем тума вĕренчĕç. Чи малтан «зубатка» явса пăхрĕç. Каярах вара вĕсем мунчаласенчен илемлĕ карçинккасемпе лашасем‚ пуканесем‚ пĕчĕк кавирсем ăсталама хăнăхса çитрĕç. Çăка йывăççи çемçе те çăмăл. Çавăнпа вăл часах çурăлмасть. Тĕсĕ те унăн çутă сарă тĕслĕ‚ вăл хăйĕн тасалăхĕпе тата пĕр евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Унсăр пуçне ăна касма-шăтарма çăмăл. Çавăнпа та çăкаран çăмăллăнах тĕрлĕ касса кăларнă япаласем ăсталама пулать.
Ачасем кунсерен тенĕ пек хăйсен ăсталăхне аталантарчĕç‚ тĕрлĕ япаласем турĕç. Нумай пулмасть вĕренекенсем Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа «Пирĕн ялăн тыл ĕçченĕсем» композици тума пикенчĕç. Çак ĕçе вĕсем май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Композицие туса пĕтерме кирлĕ материал çителĕклĕ пулнине те палăртса хăвармалла. Мĕншĕн тесен вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çуркунне йĕтĕн акса хăварнă‚ кĕркунне вара вĕсенчен кĕлтесем çыхнă. Халĕ пирĕн шкул ачисем мунчаласене‚ çăпатасемпе пуставсене мĕнрен тунине тата мĕнле тумтир çĕленине‚ йĕтĕн мĕнлерех пулнине лайăх пĕлеççĕ.
Валентина МАКАРОВА.
Куюргазă районĕ‚ Кривле-Илюшке ялĕ
Читайте нас: