Ольга Максимовна Çĕньял ялĕнчи вăтам пĕлÿ паракан шкулта вырăс тата тăван чĕлхе, технологи урокĕсене илсе пынă. Ачасене ал ĕçне хăнăхтарнă. Вăл педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ĕçлĕ пурнăçĕнче чылай наградăна тивĕçнĕ.
Халĕ Ольга Максимовна тивĕçлĕ канура. Апла пулсан та вăл кил-çурт валли тĕрлĕ япаласем ăсталама, çыхма, тĕрлеме юратать.
Тĕрĕ живопиçе çывăх искусствăн уйрăм тĕсĕ шутланать. Картина тĕрлекенсен илемлĕх туйăмĕ вăйлă, вĕсен ăсталăхĕ çултан-çул хушăнса пырать. Тĕрленĕ ĕçсенче мĕн чухлĕ ăсталăх, тăрăшулăх, ырă тĕллев, лайăх энергетика пур. Вĕсемпе куç илмесĕр вăрах вăхăт киленме пулать!
– Тĕрĕ тĕрлени лăплантарать. Килти ĕçсене хăвăртрах туса пĕтерсе пĕр-ик сехет тĕрлесе ларас килет. Çав вăхăтра чунпа канатăн, татса паман ыйтусем вăхăтлăха пулин те сирĕлеççĕ, - каласа парать ал ăсти.
Хитре те кăсăк япаласем сăнама юратман çын çук та пулĕ. Мĕн чухлĕ эрешлĕ салфетка çыхман-ши, мĕн чухлĕ кил-çурта илем кÿрекен сувенир ăсталаман-ши вăл?
Ольга Максимовна пысăк картинăсем тĕрлет. Вĕсен шучĕ, илемлĕхĕпе ырăлăхĕ, ăсталăхĕ, тĕрĕçĕн тÿсĕмлĕхĕ, тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартса параççĕ. Кашни картина хуçин ăсталăхĕпе чун ăшшине упрать. Çакăн пек искусство произведенийĕсене çывăхрах тытса пăхма алă хăй тĕллĕн тăсăлать. Телевизор умне те вăл пушă алăпа мар, йĕппе çип тытса ларать. Ытларах тавралăх (пейзаж) тĕрлеме кăмăллать. Юратса, чунтан тунă япалисене çывăх çыннисене, юлташĕсене парнелет.
Çакăн пек ылтăн алăллă çын вăл Ольга Максимовна. Унăн ăста аллисенче çипрен çыхнă тапочкăсем, шельсем, салфеткăсем, эрешлĕ çухасем, калпаксем «çуралаççĕ».
Хăйĕн ăсталăхне вăл ачасене вĕрентсе хăварнă. Паянхи кунччен вĕсем хăйсен вĕрентекенне тав тăваççĕ.
Ольга Максимовнан пултарулăх шухăшĕсем чылай-ха. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама ăна çирĕп сывлăхпа ăнăçу, çитĕнÿсемпе хавхалану сунас килет. Хăйĕн пултарулăхĕпе малашне те пире савăнтартăр.
Галина АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.