Çавăн пекех Нина Борисовна пилĕк ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Вĕсем хăй вăхăтĕнче пурте Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçланă. Иккĕшĕ халĕ те çар службинче тăраççĕ. Матвеевсен хушаматне вунă мăнукĕ малалла тăсаççĕ. Вĕсем – асламăшĕн мăнаçлăхĕ!
Чăн малтан Нина Борисовнăна ялта хăйĕн йăх-тымарне чыслăн упранишĕн хисеплеççĕ. Вăл чăваш чĕлхин сумне-хисепне ÿстерессишĕн, тăван халăх культурине, йăли-йĕркисене упраса хăварассишĕн тăрăшать.
Чăваш наци тумне хатĕрлес шухăш унăн пуçĕнче хальхи ĕмĕр пуçламăшĕнчех çуралнă. Анчах ĕмĕтне пурнăçа кĕртме вăхăчĕ çитмен. Виçĕ-тăватă çул каялла вара майне тупнах. Кирлĕ япаласене хатĕрлесе çитернĕ те ĕçе пуçăннă.
Юля мăнукĕ çуралсан асламăшĕ тĕпренчĕкне тухья туса пама шутланă. Амăшĕнчен (1920 çулта çуралнă, 74 çулта вилнĕ) тата кукамăшĕнчен тăрса юлнă япаласене ытараймасăр вăл çĕлеме вĕренме шутланă. Чăваш халăхĕн кашни тĕрри, эрешĕ ахаль капăр çеç мар, вĕсенче хăйне майлă пĕлтерĕш пур. Ĕç кал-кал пынă. Нина Матвеевнан тухйи питĕ илемлĕ пулса тухнă.
Хăй вăл качча кайнă хĕрарăмсен пуç хатĕрне (хушпу) тăхăнать. Тухьяпа хушпу пĕр-пĕринчен тăррипе уйрăлса тăраççĕ. Тухьян тăрри шĕвĕр, хушпун – лапчăк.
Пĕррехинче Нина Борисовна хăйне валли чĕрçитти çыхнă. Хура тĕс (çĕр) çинче симĕс курăк ÿсет, ун çийĕн ылтăн хĕвел вылякан кăвак пĕлĕт. Куç илме май çук илем! Ун пек тумтире авал чаплă мероприятисене çеç тăхăннă. Ахаль чухне чăваш хĕрарăмĕсем ансатрах чĕрçиттисем çыхса çÿренĕ, вĕсене ансатрах эрешсемпе илемлетнĕ.
– Ĕлĕк кĕпесене тата ытти тумтире авал килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ, – каласа парать Нина Матвеева. – Ун валли пурин те килĕсенче пир тĕртмелли станок пулнă.
Нина Борисовна та станок тăвасшăн. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме ăна Леонид ывăлĕ пулăшĕ. Ахальтен мар вăл Белое Озеро тăрăхĕнче йывăçпа ĕçлеме пĕлекен чаплă ăстасенчен пĕри шутланать. Хăйĕн малтанхи станокне Нина Борисовна музее панă. Çĕнĕ станока киввине пăхса хатĕрлеме пулать.
Çавăн пекех Нина Матвеева пур пек пусмаран вĕренмелле кĕпе çĕлесе пăхасшăн. Чăваш хĕрарăмĕсен кĕпине (кĕпине çеç мар ытти тумне те) пĕр тата икĕ аркăллă çĕленĕ. Паллах, вăл вăрăм тата тĕрĕллĕ пулмалла пулнă. Хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха, авал пĕр кĕпе, чĕрçитти е ал шăлли çĕлеме мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ пулнă. Малтан йĕтĕн акса ÿстермелле, унтан пуçтармалла, пустав хатĕрлемелле. Пустав хатĕрленĕ хыççăн тин касса кăларса çĕленĕ. Ăна тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ. Çавăнпа та ун пек тума питĕ хакланă. Пысăк пахалăхлăскер паянхи кунчченех упранса юлнă.
Пирĕн тĕп тивĕç вара Нина Борисовна пек хамăр халăх йăли-йĕркине упрасси пулса тăрать.
Талига ФАЙЗУЛИНА.
Гафури районĕ, Белое Озеро ялĕ.