Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Алă ăсти
16 Июнӗн 2022, 10:00

Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть

Май уйăхĕн вĕçĕнчи хĕвеллĕ те ăшă кунсенчен пĕринче Куюргазă районĕнчи Ермолаево ялĕнчи Шоттов паркĕнче «Спорт – пуринчен те вăйлăрах» («Спорт – сильнее всех») пĕрлĕхсен ярмăркки иртнĕ.

Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть

Ăна пуçаруллă та пултаруллă пĕрлĕхсене тата Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалланă. Унта районта пурăнакан ал ĕç ăстисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Унсăр пуçне мероприяти йĕркелÿçисем ачасем валли канмалли тата вылямалли программа хатĕрленĕ. Кривле-Илюшке ял Канаш администрацийĕ ял хутлăхĕнче тымар янă ултă пултаруллă çын ĕçĕсене выставкăна тăратнă. Çав шутра Павловка ялĕнче пурăнакан чăваш хастарĕсен ĕçĕсем пулнине те палăртса хăвармалла.
Чăваш ал ăстисен куравĕ куракансене чăннипех те тыткăна илнĕ. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ-ши вĕсем? Павловка ял клубĕн ертÿçи Ирина Игнатьева (сăн ÿкерчĕкре) ярмăрккăна хăйпе пĕрле Марфа Васильевна Петрован кавир (палас) тĕртмелли ĕлĕкхи станокне (вăл паянхи кун та ĕçлет), амăшĕ Анна Александровна Федорова тата хăй тĕрлĕ капăр çипсенчен тĕртнĕ кавирсене, килти кĕнчелипе йĕкине, Татьяна Никитична Егорован бисертан тата илемлĕ лентăсемпе вăрлăхсенчен тунă картинисемпе турăшĕсене илсе кайнă. Чăваш хĕрарăмĕ уяв хăнисене станок епле ĕçленине кăтартса панă, çак ĕçри кăткăс вăрттăнлăхсемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне вăл кĕнчеле те арланă. Сăмах май каласан, Ирина Игнатьевана тата унăн йăмăкне хăй вăхăтĕнче амăшĕ кавирсем тĕртме вĕрентнĕ. Пултаруллă клуб ертÿçи паянхи кун та çак ăсталăха манман. Анна Александровнан халĕ те килĕнче ĕлĕкхи станок пур.
«Спорт – пуринчен те вăйлăрах» пĕрлĕхсен ярмăркки ал ĕç ăстисене тата унта хутшăнакансене чыслассипе вĕçленнĕ. Павловка ял клубĕ пуян та илемлĕ курав йĕркеленĕшĕн Хула аталанăвĕн обществăлла фондăн Тав çырăвне илме тивĕçнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.

Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Амăшĕ вĕрентнине манăçа кăлармасть
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: