Пур хыпар та
Алă ăсти
10 Августӑн 2022, 09:00

Хăв аллупа тунă япалана çитекенни çук

Хăйсен çуртне хăтлăрах, пурнăçĕсене çутăрах та туллирех тăвас тесе Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕнчи хĕрарăмсенчен нумайăшĕ алă ĕçĕпе интересленеççĕ. Çав шутра Наталья Исаева та.

Хăв аллупа тунă япалана çитекенни çук
Хăв аллупа тунă япалана çитекенни çук

Наталья Семеновнăшăн та çекĕлпе çыхасси телейпе савăнăç парнелекен, ăсталăха аталантарма пулăшакан киленĕçе çаврăннă.
Алă ăсти 61 çулта. Çыхма вăл ачаранах вĕреннĕ. Анчах кил хуçалăхра ĕç нумай пулнă пирки юратнă ĕçĕпе ларма май килмен. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн пуçĕпех пултарулăх ĕçне кĕрсе ÿкнĕ.
Чун туртнине пурнăçа кĕртме хĕрарăма интернетри тĕрлĕ каналсем пулăшаççĕ. Тĕнче тетелĕ урлă Наталья Исаева çĕнĕ шухăшсем илет, тĕрлĕ эрешсем çыхма вĕренет. Ăста алăсенче çекĕлпе çип ÿнер произведенине, сайра тĕл пулакан япалана çаврăнаççĕ.
Наталья Семеновна Vita cotton COCO текен çиппе ĕçлеме юратать. Унран çыхнă япала çусан та формине çухатмасть, лармасть, тĕсĕ тухмасть. Паллах, кирлĕ хатĕре лавккасенче те суйласа илме пулать. Анчах та халăхра ахальтен мар хăв тунă япала ăшăрах та, хăтлăрах та теççĕ. Ку чăн та çапла.
Çитменнине алă ĕçĕ хушма тупăш та илсе килме пултарать. Нумайăшĕ алăпа тунă япаласене ытларах килĕштереççĕ, вĕсене сахал мар укçа тÿлесе илме те хатĕр.
Надежда РОДИОНОВА.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.

Хăв аллупа тунă япалана çитекенни çук
Хăв аллупа тунă япалана çитекенни çук
Хăв аллупа тунă япалана çитекенни çук
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: