Пур хыпар та
Алă ăсти
26 Сентябрӗн 2023, 10:33

Илемлĕ ватăласси вăл – талант

Кивĕ покрышкăсенчен тунă упасемпе тилĕсем, акăшсем, пластик бутылкăсенчен ăсталанă чечек савăчĕсем, алăпа тĕрлесе çыхнă мунчара çăвăнмалли мунчаласем… Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Андриян Павлов алă айĕнчи хатĕрсенчен тĕрлĕ япаласем ăсталать, вĕсемпе кил картишне кăна мар, урама та илемлетет.

Илемлĕ ватăласси вăл – талант
Илемлĕ ватăласси вăл – талант

– Ак, çапла ларатăп та касма тытăнатăп, – кăтартса парать Андриян Алексеевич. Ăстаçă аллинче кивĕ покрышкăсем пĕр-пĕр чĕр чуна е кайăка çаврăнаççĕ.
Андриян Павловăн хăйне евĕрлĕ мастерскойĕнче ĕçре усă курмалли хатĕрсен çÿпçи: шинăсем, фанерăсемпе сăрăсем, инструментсем… Мунчала çыхмалли çипсене лавккара туянать. Чĕр чунсемпе кайăксем тумалли материалпа хăш чухне кÿршĕ-аршăсем, пĕр ял çыннисем тивĕçтереççĕ. Сăмах вакланă май, вăл хăçантанпа çак ĕçе алла илнипе кăсăклантăм.
– Сывлăх енчен хавшакрах пулнипе тăтăшах больницăра выртма тÿр килетчĕ. Пĕр-икĕ уйăх та выртни пулнă. Унта вăхăт пачах шумасть. Кÿршĕ палатăсенче ачасем сипленетчĕç. Хĕр ачасем ал ĕçĕпе кăсăкланатчĕç. Пĕррехинче эпĕ вĕсене çыхма вĕрентме ыйтрăм. Çапла пĕрремĕш мунчалана 8 çул каялла çыхса пăхрăм. Ĕç тухрĕ, ĕç ăнчĕ. Унтанпа миçе теçетке çыхман-ши? Вĕсене эпĕ йĕппе те, çĕкĕлпе те çыхман. Пĕтĕмпех алăпа ăсталанă япаласем. Кивĕ покрышкăсенчен чĕр чунсемпе акăшсем тума тытăнни нумай пулмасть. Çулталăка яхăн çеç. Çак ĕçе мана хамăр ялта пурăнакан Юрий Яковлев алă ăсти вĕрентрĕ. Нумай пулмасть Знаменкăри тăвансем упапа тилĕ туса пама ыйтрĕç. Ку маншăн хăйне евĕрлĕ заказ пулчĕ. Ыйтнине пурнăçларăм, скульптурăсене илсе кайрĕç. Мĕн тесен те эпир илемлĕх патне ăнтăлатпăр. «1000 советов» журналтан пăхса пластик бутылкăсенчен чечек савăчĕсем ăсталама хăнăхрăм. Вĕсене урамри юпасем çине (ятарлă çекĕлсем çине) çакрăмăр, савăтсене тăпрапа тултартăмăр. Кăçал чĕрĕ чечексем лартма май килмерĕ, ĕлкĕреймерĕмĕр. Çавăнпа хайлав чечексемпе илемлетрĕмĕр. Çитес çулта палăртнине пурнăçа кĕртесшĕн, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне арçын.
Андриян Алексеевич ÿнер училищинче пĕлÿ илнĕ çын мар. Вăл пурнăç тăршшĕпе тăван колхозра вăй хунă: водитель, тракторист тата выльăх-чĕрлĕх пăкахан ĕçĕсене кăмăлтан пурнăçланă. Мăшăрĕпе, Анна Федоровнапа, икĕ ачине ура çине тăратнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Паянхи кун ывăлĕ Çĕпĕрте ĕçлесе пурăнать. Ашшĕпе амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ. Хĕрĕ вара Ĕпхÿре тымар янă, хулари шкулсенчен пĕринче педагог пулса вăй хурать. Хăй вăхăтĕнче ĕçрен хăраман Анна Павлова 16 çул хушши колхоз ферминче ĕне сунă. Унтан Ермеккей тĕп район больницин ача-пăча уйрăмĕнче санитаркăра ĕçленĕ. Паянхи кун мăшăр тивĕçлĕ канура пулин те чунпа çамрăк. Кил хуçи арăмĕ вырăнти «Илем» чăваш халăх ансамбльне çÿрет. Андриян Алексеевич маскировка сеткисем çыхас ĕçе хастар хутшăннă.
Ватлăх вăл – мĕнпур кунсене çемçе диван çинче «супăньлĕ» оперăсем пăхса ирттермелли, çумри çынсене тăтăшах асăрхаттармалли сăлтав мар. Ватлăх вăл – пĕр-пĕр япала шутласа кăлармалли е ăсталамалли, пĕр-пĕринпе калаçса йăпанмалли, çĕннине вĕренмелли тата çывăх çынсемпе савăнса пурăнмалли вăхăт.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Илемлĕ ватăласси вăл – талант
Илемлĕ ватăласси вăл – талант
Илемлĕ ватăласси вăл – талант
Илемлĕ ватăласси вăл – талант
Илемлĕ ватăласси вăл – талант
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: