Пур хыпар та
Алă ăсти
14 Ноябрӗн 2023, 11:45

Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти

Шаран районĕнчи Виçĕ Çăл ялĕнче пурăнакан Михаил Сафроновшăн кил хуçалăхра кирлĕ япаласем хатĕрлесси юратнă ĕç шутланать.

Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти

Михаил Анатольевича сĕтел-пукан ăсталас ĕçе шкулта вĕреннĕ чухнех класс ертÿçи, вăлах ĕç урокĕсен вĕрентекенĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Герман Сереевич Николаев хăнăхтарнă. Герман Алексеевич хăйĕн вĕренекенĕсене хушнă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама вĕрентнĕ. Ачасем шкул çумĕнчи лаптăк çинче те, мастерскойĕнче те ĕçленĕ. Унтанпа Михаил Сафронов хăй пурнăçне юратнă ĕçĕсĕр куç умне кăларса тăратаймасть.
Вăл 1972 çулхи апрель уйăхĕнче Виçĕ Çăл ялĕнче ĕçчен те тирпейлĕ çемьере çуралнă. Амăшĕ Александра Андреевна çамрăк чухне Свердловск облаçĕнче торф кăларнă çĕрте ĕç артелĕнче, ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Мичурин» совхозĕнче ĕне сăвакан пулса тăрăшнă. Ашшĕ Анатолий Андреевич Виçĕ Çăл шкулĕнче завхоз тивĕçĕсене пурнăçланă.
1989 çулта тăван шкулĕнчен вĕренсе тухсан Михаил Октябрьский хулинчи ДОСААФ шкулĕнче водитель специальноçне алла илнĕ, 1990 çулхи май уйăхĕнче вара ăна салтака кайма вăхăт çитнĕ. Служба Германинче, Совет çарĕсен хĕвел анăç ушкăнĕнче иртнĕ. Хăй тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чăваш каччи СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп штабĕн ертÿçин Михаил Моисеев генерал-лейтенант аллинчен парнелĕх сехет тивĕçнĕ.
Çартан таврăннă хыççăн ăçта кăна вăй хума тÿр килмен Михаила. Вăл Нефтеюганск, Сургут, Лангепас, Тарко-Сале, Надым хулисенчи (вĕсем пурте Çурçĕрте вырнаçнă) нефтьпе газ компанийĕсенче водитель, платник пулса ĕçленĕ. 2008 çулта çемьери тĕрлĕ сăлтавсене пула тăван ялне таврăннă та пуçĕпех платник ĕçне кÿлĕннĕ. Ĕç хатĕрĕсенчен арçыннăн ун чухне пуртă, кĕске пăчăкă тата рулетка çеç пулнă. Кÿршисем ыйтнипе Михаил пуртă аври тата ытти вак-тĕвек ăсталанă.
Пĕррехинче хăйсен ялĕнче пурăнакан Людмила Зеленская шыв йăтмалли кĕвенте туса пама ыйтнă. Кăшт вăхăт иртсен тÿрех темиçе çын кĕвентеллĕ пулма шутланă. Михаил малтан çакна шÿт вырăнне йышăннă, хальччен кун чухлĕ заказ паракан пулман-çке.
– Атте мана пулăшса тата вĕрентсе пыратчĕ. Эпир унпа пурасем те хăпартаттăмăр. Аманнине пула унăн пĕр аллинче пĕрре, тепринче тепĕр пÿрне анчахчĕ. Çакна пăхмасăр вăл ялти пур çынна та пулăшатчĕ, – тет ăстаçă.
Майĕпен Михаил Анатольевич кирлĕ инструментсемпе столяр ĕçĕсен хатĕрĕсене туяннă. Халĕ ăстан тĕрлĕ йышши электрооборудовани – саваламалли, токарь, реймус, универсаллă станоксем – пур. Çавăн пекех алăпа ĕçлемелли электроинструментсем те туяннă: якатмалли машина та, фрезер та, лобзик та, дрельпе шуруп пăрса кĕртмелли. Ашшĕ Михаила столяр мастерскойĕ туса лартма пулăшнă. Вăл унта халĕ те ĕçлет.
Паянхи кун М.Сафронов кухня сĕтелĕсем, чечек лартмалли хатĕрсем, пукансем тата ытти нумай япала ăсталать. Çапла Михаил Анатольевичшăн юратнă киленĕвĕ эмелпе чун апатне çаврăннă.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Виçĕ Çăл ялĕ.

Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Виçĕ Çăл ялĕнчи сĕтел-пукан ăсти
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: