Ӳнер тĕнчине парăннă ăстаçă хăйĕн пултарулăхĕпе 16 çул хушши ял-йыша савăнтарать. Сивĕ кунсем çитсен, кăштах юр çусан вăл хăй юратнă ĕçне пуçăнать – юрпа пăртан кĕлеткесем тăвать. Вĕсене касса кăларнисĕр пуçне темиçе хутчен шыв сапса шăнтать, унтан çеç тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе сăрлать.
Яла килекен кашни çын лапама çитсе кĕлеткесене курма васкать, хăйне ачалăха лекнĕ пекех туять. Унта асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем тăвать.
Александр Михайловичăн ĕçĕсене пĕр ял çыннисем кăна мар, социаллă сетьсемпе усă куракансем те пысăка хурса хаклаççĕ. Çакна нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать:
«Юрлă ÿнер хайлавĕсене ăсталама мĕн чухлĕ вăй-хăват, чăтăмлăх тата пултарулăх кирлĕ. Калама кăна çăмăл. Питĕ илемлĕ кĕлеткесем!» – тесе çырать Валентина Запорожская.
«Саша, маттур та вĕт-ха, эсĕ. Эрехĕрри çыннисене, ачасемпе аслисене, темиçе çул хушши савăнтаратăн. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр сана», – хушса хураççĕ Нина тата Юрий Савельевсем.
«Юр пикийĕ чĕрĕ пекех. Черченкĕ те хитре сăнлă, илĕртÿллĕ пике пулса тухнă», – тесе хак парать Анфиса Дерягина.
Çакăн йышши ăшă та кăмăллă йĕркесем татах та пур. Çавăнпа та Александр Михайловича эпир хăйĕн киленĕвĕн ăсталăхне малалла та аталантарма ырлăх-сывлăх сунатпăр. Тем тесен те илемлĕх тĕнчи кашни çын чĕринче ырă туйăмсем çуратать-çке.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.