Пур хыпар та
Алă ăсти
19 Июнӗн , 11:35

«Вăхăт çиппине, çыхăнăвне татма юрамасть»

Темиçе çул каярах чăваш тумĕн капăрлăхĕсене тăвасси пирки Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче пурăнакан Ирина Николаеван уй-шухăш та пулман. Кукамăшĕн мăй çыххине юсама, çĕнетме çеç палăртса хунă.

«Вăхăт çиппине, çыхăнăвне татма юрамасть»
«Вăхăт çиппине, çыхăнăвне татма юрамасть»

Тĕрĕ тĕрлесси, вĕтĕ шăрçапа, пир-авăрпа ĕçлесси пурнăçра тĕп вырăн йышăнасса шутламан та вăл.
– Анне çĕленĕ пуçа тăхăнмалли авалхи тухья-хушпуран манăн пĕр тимĕр укçа çеç юлнă. Ăна сыхлавçă (оберег) вырăнне усратăп, – каласа парать Ирина Дмитриевна. – Кукамайран темиçе кĕпе, вĕт шăрçапа, рак хуранĕсемпе (ракушка) илемлетнĕ мăй çыххи тăрса юлнă. Пиртен, çипсенчен тунăскер вăхăт чылай иртнипе саланса тăрать. Çак мăй çыххине пĕтĕмпе çĕнетсе вăл йăх палли, ăруран-ăрăва куçакан пурлăх пултăр тесе тăрăшатăп. Чăваш тумĕн эрешĕсене хатĕрлес ĕç патне вырăнти культура çуртĕнчи артистсен костюмĕсене юсанă май килсе тухрăм. Тухьясене, мăй çыххисене çĕнететтĕмччĕ. Пурăна киле çак ĕç кăсăклантарма пуçларĕ. Авалхи йĕркесене пăхăнса çĕнĕ япаласем тăвас килчĕ.
Пусмапа ĕçлемелли малтанхи хăнăхусене Ирина Дмитриевна ача чухнех амăшĕнчен, Матрена Григорьевнăран, вĕренсе юлнă.
– Анне палассем тĕртетчĕ. Вăл усă куракан çипсене малтан çивĕтлемеллеччĕ. Хĕллехи каникулсенче вăрăм сăвăсем вĕренме хушатчĕç. Кĕнекене сĕтел çине хураттăм та пир тĕртмелли станокăн пĕр вĕçĕнчен теприне çип карăнтарнă май сăвă вĕренеттĕм. Анне пире, хĕрĕсене валли, хĕр тупри хатĕрлетчĕ. Пир-авăр тĕртес, япаласене илемлетес ĕçе нумай вăхăт уйăратчĕ. Атте те çак ĕçе хутшăнатчĕ. Хулана кайса тухнă чух пусма татăкĕсем туянатчĕ. Халĕ хĕр тупри хатĕрлес йăла пăрахăçланнă, çынсем мĕн кирлине лавккара туянаççĕ, – аса илет ăстаçă.
– Пултаруллă çын пур çĕрте те ĕлкĕрет, – тет Йĕкенпуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Вера Филиппова. – Пур ĕç те Ирина Дмитриевна аллинче вĕресе тăрать. Çурчĕ йĕри-тавра чечексем илем кÿреççĕ, пахча çимĕç ÿстерме те, вăрмана кăмпа-çырлана çÿреме те ĕлкĕрет, культура çуртĕнчи мероприятисене ирттернĕ чух та пулăшать, тутлă апат пĕçерсе илсе килме те вăхăт тупать. Халĕ вара костюмсем хатĕрлет.
Маларах Ирина Николаева тумсене тенкĕсемпе тата пайеткăсемпе илемлетнĕ. Виçĕ çул каярах вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме, тĕртме вĕреннĕ. Интернетран бисертан япаласем тумалли станок та çыртарса илнĕ. Унăн пухмачĕнче темиçе теçетке тухья-хушпу, мăй çыххи, чĕр çитти пулсан та Ирина Дмитриевна хăй пултарулăх çулĕн пуçламăшĕнче çеç пулнине пĕлтерет.
– Манăн малалла вĕренес, аталанас килет. Тĕрлĕ курссене, пуян опытлă ăстасен семинарĕсене çитсе курас шухăшăм пур, – хăй ĕмĕтленнине пытармасть вăл. – Хальлĕхе çĕнĕ шухăшсене интернетран тупатăп, эрешсене кĕнекесенче тĕпчетĕп. Илем япалисенчи кашни пайĕ мĕне те пулин пĕлтерет. Ытларах хĕвел, амăшлăх, пулăхлăх паллисемпе усă куратăп.
Ирина Дмитриевна Çтерлĕри педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Вĕрентекен, воспитатель, бухгалтер пулса ĕçленĕ. Институтран вĕренсе тухнă хыççăн ăна распределенипе Новосибирска янă, шкулта математикăпа физика урокĕсене илсе пынă. Ун хыççăн пĕр ялта çуралса ÿснĕ, пĕр класра вĕреннĕ Мартын килсе çитнĕ. Каччă хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Çамрăксем пĕрлешнĕ, малтан Ишимбай хулине куçса килнĕ, унтан тăван ялне таврăннă. Çĕнĕ çурт лартнă, икĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн чун киленĕвне ытларах вăхăт уйăрма май тупать.
– Килти ĕçсене пурнăçласан, çывăрма васкамастăп, ĕç сĕтелĕ хушшине ларатăп, – каласа парать Ирина Дмитриевна. – Эреше тума пуçласан часрах мĕнле пулассине курас килет. Хам та сисместĕп çĕрлехи 2-3 сехет çитсе те каять.
Час-часах Ирина Николаева вырăнти клубра мастер-классем ирттерет, хуларан каникула килекен Варвара мăнукне ал ĕç ăсталăхне вĕрентет.
– Вăхăт çиппине, çыхăнăвне татма юрамасть, – тет Ирина Дмитриевна. – Пулас ăрусем историе, тăван халăх йăли-йĕркисене, ал ĕç ăсталăхне пĕлмелле, хăйсен ачисене, мăнукĕсене вĕрентмелле.
Ирина ВАХОНИНА.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.

«Вăхăт çиппине, çыхăнăвне татма юрамасть»
«Вăхăт çиппине, çыхăнăвне татма юрамасть»
«Вăхăт çиппине, çыхăнăвне татма юрамасть»
«Вăхăт çиппине, çыхăнăвне татма юрамасть»
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: