Пур хыпар та
Алă ăсти
23 Августӑн 2025, 14:00

Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать

Ольга Федорова Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке культура çуртĕнче илемлĕх пайĕн ертÿçи пулса тăрăшать.

Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать

Ольга Николаевна – питĕ ăста, маттур та пултаруллă хĕрарăм. Унăн чун киленĕçĕсен хушшинче авалхи тата хăйне евĕрлĕ ал ĕçĕ – пушăт сÿсе явасси – уйрăм вырăн йышăнать. Асăннă ал ĕçĕн тымарĕ сĕм авалтан килет, Руçре ăна илемлĕхĕшĕн пысăк хак панă.
Ольга Николаевна хăйĕн ĕçне тулли кăмăлпа, пысăк хавхаланупа пурнăçлать: хăй пушăт хатĕрлет, ăна йĕпетет, çакăн хыççăн çеç тĕрлĕ япаласем тăвать. Унăн аллинче чăваш пуканийĕсем чĕрĕлеççĕ, тумĕсене вара пĕтĕмпех пушăтран ăсталанă. Унсăр пуçне ылтăн алăллă хĕрарăм теттесем те тăвать. Пушăтран авнă пĕчĕк наци çурчĕсенчен вара куçа илсе те пулмасть.
Ольга Николаевнан кашни япали – ахаль япала кăна мар, чăн-чăн ÿнер произведенийĕ. Вĕсене алĕç ăсти чун ăшшине шеллемесĕр, чун-чĕререн юратса тăвать. Мĕншĕн тесен Ольга Федорова урăхла ĕçлеме те пултараймасть. Çапла кирек мĕнле ĕç те унăн ылтăн аллисене парăнать.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Ольга Федорован аллисене кирек мĕнле ал ĕçĕ те парăнать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас