Юлашки вăхăтра этемлехĕн черчен пайĕ алмаз тĕррипе кăсăкланать. Тĕрĕ тĕрлекенсем те, çыхакансем те йышлă. Хамăр алăпа ăсталанă картинăсем çурта хăйне майлă хăтлăх кĕртнĕ, çыхнă алса-чăлха, кофта лавккаринчен чылай ăшă пек туйăнать. Тен, çапла та пуль, мĕншĕн тесен вĕсене юратса, чунпа хатĕрлетĕн.
Алмаз тĕрри – кăткăс ĕç, ун валли нумай вăхăт, чăтăмлăх тата тимлĕх уйăрмалла. Анчах ĕненетĕр-и, хатĕр ĕç чуна савăнтарать.
Авăркас районĕнчи Юламан ял хутлăхĕнче те алмаз тĕррин ăсти пурăнать. Вăл – Галина Иванова ăстаçă. Галина Альбертовна 30 çул ытла шкул çулчченхи учрежденинче ĕçленĕ. Халĕ вара хăйĕн пушă вăхăтне юратнă чун киленĕçне, алмаз тĕррине, халалланă. Уйрăмах ал ĕç ăсти савăт-сапа илемлетме кăмăллать.
Йĕпсĕр, çипсĕр тĕрĕ тума май çук пек туйăнать. Анчах алмаз тĕррин техникине алла илнĕ, технологие çирĕп пăхăнса пыракан Галина хăйĕн аллипе чылай илемлĕ япала ăсталанă.
Галина Альбертовна – пур ĕçе те ăста, тăрăшуллă кил хуçи арăмĕ. Вăл пĕçернĕ тутлă куличсемпе апат-çимĕçсем, йăрансем çинче ÿсекен тĕрлĕ сортлă чечексем çакна çирĕплетеççĕ. Халĕ вара çак списока ал ĕçĕ те хушăнать.
- Манăн ĕçсем лайăх вăй-хăват кÿреççĕ. Мĕншĕн тесен кашни картинăна, кашни ĕçе чун ăшшине шеллемесĕр, чĕререн савăнса пурнăçлатăп. Вĕсем кил-çурта хăтлăх, ырлăх илсе килессе шанатăп, - йăл кулса пĕлтерет ал ĕç ăсти.
Авăркас районĕ, Юламан ялĕ.