Ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче кашни çулах Чăваш тĕрри кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв халăха чăваш тĕррисене упрама, çамрăксене тăван культурăпа тĕплĕнрех паллашма, ăстаçăсен ĕçне малалла тăсма хавхалантарать.
Пушкăртстан Республикинче Чăваш тĕрри кунне анлă уявлаççĕ. Шкулсенче куравсем, акцисем, мастер-классем иртеççĕ.
Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкулта тухăçлă ĕçлекен «Манăн пĕчĕк Тăван çĕршыв» кружок (ертÿçи – Юрий Леонтьев) воспитанникĕсем ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти Ирина Филиппова патĕнче хăнара пулнă. Вĕренекенсем Ирина Вениаминовнана паллă кунпа саламланă, «Чăваш эрешĕсемпе элемĕсен азбуки» («Азбука чувашских орнаментов и эмблем»), «Чăваш таврапĕлÿçисен союзне 100 çул» («Союзу чувашских краеведов 100 лет») кĕнекесем парнеленĕ.
Ирина Филиппова 15 çул хушши чăваш халăхĕн асамлă та илĕртÿллĕ, паха та мухтавлă тĕррине тĕрлет, саксем çине сармаллисем çыхать, алмаз тĕррипе кăсăкланать. Вăл тĕрлесе илемлетнĕ пĕчĕк минтерсенчен, салфеткăсемпе ал шăллисенчен куç илеймĕн! Çав тери илемлĕ, хитре вĕсем…Çак ĕçе ăна юратнă амăшĕ Валентина Владимировна вĕрентнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл хĕрне тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене ăша хывма пулăшнă.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.