Пур хыпар та
Алă ăсти
12 Мартӑн , 12:00

Цифра саманинчи алăсталăх

Давлекан районĕнчи Канчăлав ялĕнче пурăнакан Василий Михайлов тахçантанпах йывăçран теттесем ăсталассипе кăсăкланнă: мини-тракторсем, автоматсем тата ыттине те ăсталанă. Вăхăт иртнĕçемĕн çак киленÿ ăсталăха çаврăннă, çапла вăл сĕтелсемпе пукансем, кĕнеке çÿлĕкĕсем, турăшсем тума пуçланă. Пурăна-киле юратнă ĕçĕпе аппаланма хăйне валли мастерской та хăпартса лартнă.

Цифра саманинчи алăсталăх
Цифра саманинчи алăсталăх

Пĕр вăхăт хушши Василий Константинович Ĕпхÿ хулинче пурăннă, анчах вăхăт иртсен пĕчĕк тăван çĕршывне таврăннă.
– Ял мана каялла туртса илчĕ, – аса илет вăл. – Пĕрремĕшĕнчен, аннене пулăшмаллаччĕ, иккĕмĕшĕнчен, çĕр çинче ĕçлеме, хуçалăх тытса пыма çав тери юрататăп. Атте-аннен пÿрчĕпе юнашар пысăк çурт хăпартса лартрăм. Хам алăпа сĕтел-пукан ăсталарăм. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех изобретатель ĕçĕпе кăсăкланаттăм. «К-700», «Беларус» тракторсен моделĕсене ăсталанине ас тăватăп. Кашни пайне хăйраса якатрăм, кустăрмисене каснă пĕренерен турăм.
Халĕ Василий Константиновичăн икĕ ывăл çитĕнет, вĕсем унăн пултарулăх киленĕвĕпе кăсăкланаççĕ, май пур таран пулăшаççĕ. Аслă Савелий ывăлĕ Ĕпхÿ хулинче сварщика вĕренет, вăл ĕç профессийĕ илме шут тытнă. Кĕçĕнни – 7 класс вĕренекенĕ.
– Вăл пластилинран тĕрлĕ япаласем ăсталама юратать. Паян манпа пĕрле йывăçпа ĕçлет, кайăксем валли сырăшсем, шăнкăрчи йăвисем ăсталать, – мăнаçланса пĕлтерет ашшĕ.
Арçын пурнăçпа пĕр тан утать. Пĕрмай çĕнĕ технологие алла илет. Унăн мастерскойĕнче йăлана кĕнĕ инструментсемсĕр пуçне паянхи саманапа килĕшÿллĕ компьютер, ятарлă программăпа (пулас япалан пур тапхăрне те ятарлă программа тăрăх хатĕрлеççĕ) ĕçлекен фрезерлă станок.
– Халĕ эпĕ турăшсем, вĕсене лартмалли пĕчĕк çÿлĕксем, Мăнкун çăмартисем лартмалли ятарлă савăтсем, уçă çакмалли хатĕрсем, тата ытти те ăсталатăп. Пĕр япалана ăсталама 10 сехете яхăн каять. Малтан станокăн ĕç сĕтелĕ çине пулас япалана çирĕплететĕп, унтан ĕçĕн çул-йĕрне палăртатăп. Малалла ĕç программине хатĕрлетĕп: япалан 3-Д модельне тупатăп, материалне суйласа илетĕп, виçине палăртатăп. Пĕрремĕш тапхăрĕ – хура ĕçсем, тикĕслĕх, фреза тата куçса çÿрекен траектори. Иккĕмĕш тапхăрĕ – таса ĕçсем, шалти векторне хатĕрлесси, касасси. Пур ĕçе те эпĕ çырнă программа тăрăх станок пурнăçлать. Ун хыççăн алă ĕçĕ пуçланать, якатасси, пĕчĕк çитменлĕхсене пĕтересси, хĕррисене якатасси, лакпа е ăвăспа сăрласси.
Хăй ĕçĕсене тума арçын юман йывăçпа усă курать. Материалне те хăех хатĕрлет.
– Малтан хама, аппана, аннене валли тăваттăмччĕ. Кайран туссемпе тăвансем ыйта пуçларĕç. Манăн ĕçсене хаклакансем тупăнчĕç. Планра – чун киленĕвне чăн-чăн ĕçе çавăрасси, вăл савăнăç çеç мар, тупăш та илсе килтĕр, – тет ăстаçă.
Айгуль ХУСНУРЬЯЛОВА.
Давлекан районĕ, Канчăлав ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас