

Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан Нина Дмитриева пур енчен те пултаруллă пулнипе, общество пурнăçне хутшăнма, ал ĕçне илсе пыма юратнипе уйрăлса тăрать. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ вырăнти «Шăпчăксем» фольклор ушкăнĕн пайташĕ шутланать. Хăй вăхăтĕнче кĕçĕн классен учителĕ пулса ĕçленĕ хĕрарăм ушкăнпа кăна мар, пĕччен те сцена çине тухса хăйĕн илемлĕ сассипе куракансене тыткăнлать, тĕрлĕ юрă-кĕвĕ конкурсĕсене хутшăнать.
Унсăр пуçне 77 çулхи Нина Александровна ал ĕç ăсти пулнине те палăртса хăвармалла. Унччен маларах унăн ылтăн аллисем тĕрлĕ япаласем тĕртнĕ. Юлашки вăхăтра кинемей чăваш наци çи-пуçĕсемпе кăкăр çине çакмаллисем тăвать. Çавăн пекех вăл шăпчăксем валли масмаксем хатĕрленĕ. Темиçе хутчен асанне-кукамай пулнă хĕрарăм ачисемпе мăнукĕсем валли алса-чăлха, тĕрлĕ кофтăсем çыхать, алмаз тĕррипе те кăсăкланать.
Ирида НОВИКОВА.
Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.