

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан Светлана Федорова ротангран чечек савăчĕсем, карçинккасем ăста çыхать. Çак ĕçе вăл килти чечек савăчĕсене çĕнетес тесе пуçланă.
– Пĕррехинче лавккара ротангран хатĕрленĕ кашпосене сутнине куртăм. Питĕ килĕшрĕç вĕсем мана. Анчах та хакĕсем ытлашши пысăк пулнипе туянма иккĕленсе тăтăм. Вĕсене хамăн ăсталама вĕренес килчĕ. Материалсем туянтăм, Интернетра ротангран япаласем хатĕрлемелли чылай ăсталăх класĕсем пăхрăм. Пурпĕрех вĕренсе çитрĕм. Халĕ чечек савăчĕсемпе карçинккасене тăвансене, пĕлĕшсене çуралнă кунпа саламласа ăсталаса паратăп, заказпа та ĕçлетĕп, – каласа парать хăйĕн чун киленĕçĕ çинчен Светлана Александровна.
Светлана 1980 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пелепей хулинче çуралнă, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çак хуларах иртнĕ. 1996 çулта Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕн каччипе, Вячеславпа пĕрлешсен малтан хулара пурăннă, сутуçă пулса ĕçленĕ. Каярах хуняшшĕпе хунямăшĕ вилсен мăшăр Янăшма ялне пурăнма куçнă. Сăмах май каласан, Светланăн ашшĕ, Александр Викторович, Янăшма çынни, амăшĕ, Фанузя Асыловна, кÿршĕ Райман ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Вячеслав Владимирович мăшăрĕ тăван çуртне хупăнма паман, пурăна киле Федоровсем çĕнĕ кирпĕч çурт хăпартнă. Çемье пуçĕ вахта мелĕпе Çурçĕрте ĕçлет. Светланăпа Вячеслав икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ вĕсене икĕ мăнук пурри савăнтарать. Аслă Наталья хĕрĕ Пелепей хулинче Росгвардинче ĕçлет. Кĕçĕн Александра хĕрĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килĕнче пурăнать. Светлана – кил хуçи хĕрарăмĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хуçалăх тытса пыраççĕ, чăх-чĕп усраççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Хĕл кунĕсенче хĕрарăм ятарлă çар операцине пулăшакан ялти волонтерсен ушкăнне маскировка тумĕсем çыхма çÿрет.
Хальлĕхе Светлана Федорова хăй ăсталăхне анлăлатма, изделисене маркетплейс урлă суту-илĕве тăратма уйламан-ха. Карçинккасемпе чечек савăчĕсене пĕлекен çынсем урлă çеç салатать.
– Юратнă ĕç мана пысăк тупăш памасть, вăл ытларах уй-шухăша йĕркене кĕртет, сÿрĕк кăмăла сирет, йывăрлăхсем çинчен мантарать, лăплантарать. Çулла çак ĕçпе аппаланма вăхăт çитмест манăн. Кĕркунне, хĕл çитсен татах çак ĕçе пуçăнасшăн, – калаçăва пĕтĕмлетсе калать Светлана Александровна.
Юлашки вăхăтра ал ĕç ăстисем социаллă сетьсенче, мессенджерсенче ушкăнсем йĕркелеççĕ, пĕр-пĕрне канашпа пулăшаççĕ, хыпарсене пĕлтереççĕ, пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ хуласене, район центрĕсене уявсемпе тĕрлĕ мероприятисене хăйсен япалисемпе суту-илÿ тума тухса çÿреççĕ.
Хăш-пĕр муниципалитетсенче «Манăн бизнес» центрсем пур. Унăн специалисчĕсем ăстасене куравсемпе ярмарккăсене тухса çÿрессине йĕркелеççĕ (регистраци пуххин, суту-илÿ лаптăкне тара илнин тăкакĕсене саплаштараççĕ, онлайн-каталогсем, социаллă сеть илсе пыма вĕрентеççĕ, фирма стильне хатĕрлеççĕ, маркетплейса тухма пулăшаççĕ).
Кашни çын хăй интересĕсемпе, хăйне евĕрлĕхĕпе, пĕр-пĕр япалана ыттисенчен лайăхрах тума пĕлнипе уйрăлса тăрать. Çав ăсталăха хăвăнта вăхăтра тупса аталантарма çеç пĕлмелле. Ĕç ăнăçлă кайсан вара вăл хуçине тупăш та илсе килме пултарать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.