

Любовь Александровна 1951 çулхи сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Юламан ялĕнче çуралнă. Вырăнти сакăр класлă, унтан вăтам шкул (1969ç) пĕтернĕ хыççăн хĕр Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçатра корректорта ĕçленĕ. Ку вара вăл çамрăклах сăмаха тата культурăна юратнине çирĕплетет.
Качча тухсан Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче пурăнма пуçланă, ача сачĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ, шкулта йăла ыйтăвĕсене пурнăçланă. 2006 çултанпа тивĕçлĕ канура.
Пенсие тухнă хыççăн хăйĕн киленĕвне культура еткерне упрас ĕçе халалланă. Вырăнта пурăнакансем, пултарулăх ушкăнĕсем ыйтнипе хушпусем, çамрăк хĕрсем валли тухьясем, сурпансем, мăй çаккисем, чĕрçиттисем, хĕрарăмсемпе арçынсен уяв кĕписене хатĕрлет. Вĕсем пурте хăйсен илемĕпе куçа илĕртеççĕ. Унăн кашни япали – ахаль сувенир çеç мар, чĕрĕ истори. Ăстаçă усă куракан эрешсем халăхăн тавракурăмне, вăл çут çанталăкпа тата хамăрăн йăх-несĕлпе çыхăннине кăтартса парать. Ахальтен мар унăн ĕçĕсем Ĕпхÿри музейсенче упранаççĕ, авалхи тумтирсене юсаттарма-çĕнетме тесе вара ун патне республикипех килеççĕ.
Любовь Александровна чылай çул хушши ял клубĕнчи «Ăстасен каруселĕ» кружока ертсе пынă. Ку чăн-чăн пултарулăх пĕрлешĕвĕ пулнă. Унта тĕрĕ техникине наци эрешĕсен этнографи тĕпчевĕсем урлă вĕреннĕ. Пултаруллă хĕрарăм ăсталăх вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарса йăла-йĕркесене тытса пыракансен çĕнĕ ăрăвне çитĕнтернĕ.
Любовь Александровнăн тăван халăх культурине аталантарас ĕçри тÿпине пысăка хурса хакланă. 2012 çулта БСТ каналти «Орнамент» программа унăн пултарулăхĕ пирки сюжет ÿкернĕ. Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ ăна хăйĕн йышне илнĕ.
– Любовь Александровна Иванова пек хастарсен ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн культура пуласлăхĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш халăх тумне упрани – халăхăн генетика астăвăмне сыхланипе пĕрех. Эпир хамăр академи йышĕнче йăла-йĕркесене чунтан парăнса сыхлакансем пуррипе мăнаçланатпăр. Любовь Иванован пултарулăхĕ – тăван çĕре юратнин çутă тĕслĕхĕ, – тет академин Уралçум филиалне ертсе пыракан истори наукисен кандидачĕ Игорь Петров.
Надежда РОДИОНОВА.
Кармаскалă районĕ.
Йăмран ялĕ.