Пур хыпар та
Çамрăк çемье
22 Октябрӗн 2018, 16:19

Семеновсем суйласа илнĕ çул

Ялта пурăнасси ансат темелле мар. Хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă ĕçчен те тÿсĕмлĕ, ĕçпе пиçĕхнĕ çынсем çеç яла кăмăллаççĕ. Федоровка тăрăхĕнчи Урал ялĕнче пурăнакан Игорь Александровичпа Кристина Алексеевна Семеновсем пирки те çакнах калама пулать.

Çамрăк çемье пуçĕ Урал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ – хăйсен пурнăçне ял хуçалăх отрасльне халалланă çынсем. Александр Васильевич – механизатор, Светлана Николаевна – пăру пăхакан. Игорь ял хуçалăх ĕçченĕсен династине малалла тăсса Çтерлĕ хулинчи ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕме, инженер-механик профессине алла илме шутланă. Унтах вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Кристинăпа, паллашнă.
Кристина Алексеевна Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнчен. Çак ял хутлăхĕнче аграри секторĕ малти вырăнта тăнăран хĕр пĕр шутласа тăмасăрах агроном профессине суйласа илнĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерекенсем лекцисене çÿреме те, лайăх вĕренме те, кинона кайма та вăхăт тупнă. Икĕ çул ытла туслă пулнă хыççăн çамрăксем пĕрлешме шутланă.
Александр Васильевичпа Светлана Николаевна кинне хаваспах хăйсен килне йышăннă. Ĕçчен те сăпайлăскер тÿрех вĕсен кăмăлне кайнă. Пĕр пÿртре ултă çул пĕрле пурăнса хуняшшĕпе хунямăшĕ ăна хăйсен хĕрĕ пекех юратаççĕ, хаклаççĕ. Кристина та вĕсене ашшĕ-амăшĕ вырăннех хурать: тăван ялне хăнана кайсан та хăвăртрах каялла таврăнма васкать.
Ашшĕ-амăш килĕнче пурăнса çамрăксем аслисенчен укçа ыйтса чăрмантарман, хăйсен çемье бюджетне хăйсемех саплаштарса пурăнаççĕ. Игорь вырăнти хуçалăхра трактор бригадин бригадирĕ пулса вырнаçнă. Ун чухне ял хуçалăх предприятийĕ «Родина» ятпа çÿренĕ, халĕ «Азат» ООО. Ĕçленĕ вăхăтрах Игорь куçăн мар мелпе Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнче вĕреннĕ. Кристина та мăшăрĕнчен юлман. Вăл бухгалтерсен курсĕнче пĕлĕвне анлăлатнă та пĕр хушă асăннă хуçалăхри шут ĕçне туса пынă. Ун хыççăн çамрăк специалиста кадрсен уйрăмне куçарнă.
Укçа-тенкĕ çителĕклĕ пултăр тесе Семеновсем чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ, сысна, вăкăр ÿстереççĕ, ĕне тытаççĕ. Ялта вĕсемсĕр май çук. Çак ĕç вăхăта нумай илет пулсан та тупăшлă. Какай, сĕт-çу, çăмарта сутăн илмелле мар. Ытлашшине сутса çемье бюджетне пуянлатма пулать. Пахча çимĕçпе улма-çырла та начар мар тупăш параççĕ. Игорьпе Кристинăна йывăр ĕç хăратмасть, çамрăк пулсан та вĕсем хăюллăн малалла утаççĕ.
Кирек хăш ашшĕ-амăшĕшĕн те ачисем - телейпе савăнăç. Çамрăк мăшăршăн та ывăлĕпе хĕрĕ хĕвел пайăркисем евĕрех. Ашшĕпе амăшĕ шутланă тăрăх, вĕсен малашлăхри çитĕнĕвĕн никĕсĕ - тăрăшса вĕренни тата пĕчĕкренех ĕçе хăнăхни. Пилĕк çулхи Эрик хаваспах ача садне çÿрет, амăшне пулăшма тăрăшать. Унсăр пуçне вăл тăрăшсах шкула кайма хатĕрленет: сас паллисемпе цифрăсене вĕренет, 20 таран шутлама пĕлет. Марина тĕпренчĕкĕ пĕчĕк-ха. Кăçалхи июнь уйăхĕнче çуралнăскер тутлă çывăрма та, хăйĕн йăл куллипе тăванĕсене савăнтарма та пĕлет. Семеновсен хăтлă çурчĕ ăшăпа тата ачасен хаваслă куллипе тулнă. Уйрăмах çуллахи вăхăтра Мелеуз хулинчен Игорĕн аслă аппăшĕ, Анастасия, хăйĕн Арина тата Саша ачисемпе килсен. Ун чухне хуçалăхра пулăшакансем те нумайланаççĕ.
Игорь Александрович кăçал виççĕмĕш хут вырмана хутшăнчĕ. Вăл «Аркосс-550» комбайнпа тыр-пул вырчĕ. Механизатор пулса ĕçлекенскер ĕççи вăхăтĕнче килĕнче те сахал пулать. Ака тата вырма ĕçĕсем вĕçленсен вара çемйине ытларах тимлĕх уйăрма, ашшĕ-амăшне пулăшма вăхăт тупăнать. Çак çăмăл мар çула суйласа илнĕшĕн Игорь пĕрре те ÿкĕнмен. Пысăк хавхаланупа тата тăрăшса ĕçлесен кăтартусем те лайăх пулаççĕ, ĕç укçи те тивĕçлĕ шайра.
Пурнăçра кашни çын хăй çул-йĕрне хăех палăртать. Семеновсем вара шăпах çакăн пеккине суйласа илнĕ.
Татьяна ЗАЙНУЛЛИНА.
Федоровка районĕ,
Урал ялĕ.