Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Мартӑн 2019, 17:19

Балет – чун илемĕ

Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялне Пушкăртстанра нумайăшĕ пĕлеççĕ. Ытти чылай чăваш ялĕсем пекех вăл тараватлă‚ ăшă кăмăллă çынсемпе пуян. Унăн мăнаçланмалăх ывăл-хĕрĕсем те пур.

Эпĕ Алексеевсен ăрăвĕнчен тухнă талантлă çамрăк хĕрпе‚ хăйĕн пурнăçне балет искусствипе çыхăнтарнă Алиса Алексеевапа паллаштарасшăн. Акă мĕн каласа парать сцена ăсти хăйĕн çăмăл мар сцена пурнăçĕ çинчен.
- Алиса‚ ăçтан пуçланса кайрĕ-ха санăн сцена пурнăçĕ? Çак илемлĕ ташă тĕнчине сана мӗн илсе çитерчĕ?
- Манăн пултарулăх çулĕ эпĕ 5 çулта чухнех пуçланнă. Çавăн чухне анне хăйĕн пуçарулăхĕпе мана пĕрремĕш хут Ишимбай хулинчи Пионерсен керменĕнчи ташă тата искусство кружокне илсе кайрĕ. Икĕ уйрăмĕ те ман кăмăла кайрĕç‚ çапах та ÿнер уйрăмне ытларах килĕштернĕ пулмалла. Ӳсерехпе професси пĕлĕвне илес ыйту тухса тăчĕ. Çавăнта хамăн пурнăçа ташă искусствипе çыхăнтарма шутларăм. 2005 çултан пуçласа ачасен ÿнер шкулĕнчи хореографи искусствине алла илме пуçларăм. Унтах классика ташшин пĕрремĕш утăмĕсене турăм. Вĕрентекенсем манăн пултарулăх енĕсене сăнаса аннене, Елизавета Геннадьевнăна, мана Рудольф Нуреев ячĕпе хисепленсе тăракан Пушкăртстанри хореографи училищине вĕренме кĕме сĕнчĕç. Анне йывăрлăхсемпе уйрăлу самантне пăхмасăр килĕшрĕ.
- Пĕчĕкренех çемьерен уйрăлнă. Йывăрлăхсем те пулнă пуль? Вĕрентекенсем çинчен мĕн калама пултаратăн?
- Колледжра вĕреннĕ çулсем – уйрăм пурнăç. Кунта манăн пĕрремĕш вĕрентекен Айгуль Рауфовна Насырова пулчĕ. Вĕренĕве вара ПР халăх артистки Людмила Васильевна Шапкина патĕнче вĕçлерĕм. Кашни вĕрентекен мана хăй пĕлĕвне пама тăрăшнă‚ çавăнпа эпĕ вĕсенчен хăшне те пулин уйăрса палăртма хăю çитерейместĕп. Анчах Людмила Васильевна ман пурнăçра тарăн йĕр хăварчĕ. Вăл мана чăтăмлă тата çирĕп пулма‚ вăй пĕтсен те пуçланине вĕçне çитерме хăнăхтарчĕ. Операци хыççăн та манпа нумай ĕçлерĕ‚ сиктернĕ занятисене тавăрма пулăшрĕ. Людмила Васильевна вăй хунипе эпĕ кăларăм экзаменĕсене тивĕçлĕ патăм. Кăларăмччен‚ çулталăк çурă тăрса юлас умĕн‚ професси суранĕ пулчĕ. Сурантан сывалас тесен ятарлă операци тумаллаччĕ. Çав вăхăтра ун йышши операцисене Мускавра‚ Санкт-Петербургра тата уйрăм клиникăсенче тăватчĕç. Аппасем укçа-тенкĕ енчен пулăшнипе Санкт-Петербургри чи лайăх спорт тухтăрĕ патĕнче операци тутартăмăр.
Операци хыççăнхи тапхăр - маншăн чи йывăр тапхăр пулса тăчĕ. Хăш чухне пуçра колледжран вĕренсе тухаймастăп текен шухăшсем çуралатчĕç. Мĕншĕн тесен‚ вĕрентÿ программинчен чылай тăрса юлнăччĕ. Çак вăхăтра мана Людмила Васильевна нумай пулăшрĕ. Пĕрле тăрăшса ĕçленине пула‚ колледжа вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах мана Пушкăртстан опера тата балет театрĕн балет труппине илчĕç.
- Саншăн ĕçлĕ пурнăç мĕнле пуçланса кайрĕ?
- Кирек мĕнле ĕçе пуçлама та яланах йывăр. Мĕншĕн тесен спектакльсен материалĕсене хăвăрт вĕренсе тухмалла‚ репетицисене хатĕр килмеллеччĕ. Театрти репертуар тĕрлĕрен пулать. Çав çулхинех эпĕ хамăн пĕрремĕш ертсе пыракан партине (Ю.Н.Григоровичăн «Щелкунчикри» Мари ташши) ташларăм. Чăннипе каласан маншăн вăл парти йывăртарахчĕ. Колледжра пĕччен ташăсене ташланă-ха‚ анчах театрта спектакль тăршшĕпех ертсе пырасси яваплăрах. Унсăр пуçне вăй-хал тĕреклĕхĕ те начар пулнă‚ çавăнпа нумай япалана тăвайман. Паянхи кун та сцена çинче çак партине ертсе пынă чух эпĕ хумханатăп‚ шикленетĕп. Маша ташшине пĕрремĕш хут ташлатăп тейĕн. Манăн пĕччен ташлакан ташăсен партийĕсем пур. Ертсе пыракан партисем вара виççĕ - Бекки («Том Сойер»)‚ Мари («Щелкунчик»)‚ Лиза («Тщетная предостороженность»). Лиза партийĕн премьери февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ. Ял хĕр ачин ролĕ питĕ интереслĕ‚ эпĕ ăна ташлама тахçанах ĕмĕтленнĕ. Театра ертсе пыракансене çакăншăн пысăк тав.
- Паянхи кун хăш педагогсемпе ĕçлетĕн?
- Манăн театрти педагог - Пушкăртстанăн халăх артистки Елена Юрьевна Фомина. Çак çын манăн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра вăл маншăн иккĕмĕш анне пекех. Вăл пулăшнипе эпĕ йывăрлăхсене чăтса ирттеретĕп‚ професси енчен аталанатăп‚ ÿсетĕп‚ майĕпен лăпкă пулма вĕренетĕп. Сцена çине тухсан унпа пĕрле сăнарсене калăпланă чух çĕнĕ сăрăсем шыратпăр. Елена Юрьевнăпа яланах шанчăклă‚ вăл эсĕ тума пултарнине чунтан шанать. Техника енчен тума пултарнине иккĕленнĕ чухне‚ вăл «эсĕ тунинчен тата та ытларах тума пултаратăн» тесе хавхалантарать. Çавăн пекех манăн карьерăра ташă партнерĕ Шота Онодера пысăк вырăн йышăнать. Вăл Токио хулинчен. Пермь хулинче пĕлÿ илнĕ. Эпир пĕрле балет конкурсĕсене çÿретпĕр. Яппун каччи мана кунран-кун вăйлă пулма пулăшать. Шота Онодерпа ташлама питĕ кăмăллă‚ сцена çинче те‚ репетици залĕнче те пĕр-пĕрне туйса ĕçлетпĕр.
- Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çитĕнÿсем тунине курса саншăн савăнатпăр. Паллаштармăн-ши пире хăвăн çитĕнĕвÿсемпе?
- Пирĕн ĕçри тĕп çитĕнÿсенчен пĕри - 2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче Красноярск хулинче иртнĕ Балет конкурсĕнче тивĕçлĕ ташлани тата премисем илни. Мана аслă ушкăнри хĕрарăмсен хушшинче пĕрремĕш преми‚ Шотана арçынсем хушшинче иккĕмĕш преми парса чысларĕç. Январь уйăхĕнче вара эпир пĕрле пĕрремĕш хут пирĕн сцена çинче «Щелкунчик» спектакльте ташларăмăр. Шотаран питĕ илемлĕ Принц пулчĕ. Техника енчен те вăл питĕ ăста.
- Мĕнле йывăрлăхсене çĕнтерме тÿр килчĕ? Пире куракансене кăна пăхса киленме çăмăл‚ артистсене çăмăлах мар пуль?
- Чи йывăрри мĕн тетĕр-и? Пĕрремĕшĕ вăл - кунран-кун тăрăшса ĕçлемелле‚ хăвна шеллемелле мар. Тĕрĕссипе каласан‚ çакă чи йывăрри. Пĕрерĕшĕ юлхавланнине курсан пачах та хĕн. Анчах хăвна ху тытма пĕлмелле‚ ыттисене пăхмалла мар. Ташă тĕнчинче те пурнăçри пекех «хăвăн пуç пулмалла». Паян хăвăн юлхавлăхна çĕнтереймесен‚ ыран та çĕнтерес çук. Иккĕмĕшĕ - техника енчен пĕр-пĕр япала лайăх пулмасан‚ сцена çинче пуçтарăнса малалла утма та хĕн. Çакăн пек ан пултăр тесен‚ опыт тата ăсталăх кирлĕ. Анчах вĕсем тамашаллă (курьезный) самантсенче пурнăçланаççĕ. Виççĕмĕшĕ - хăш чухне пирĕн профессинче парăнма пĕлмелле. Сăмахран‚ йышлă ташăсенче аслăраххисене вырăн памалла е хăвăн шухăшна шута илмесĕр‚ ыттисен шухăшĕпе пĕр килмелле. Çакă ытти ĕçсенчи пекех пăхăну йĕрки пулмаллинчен килет. Тăваттăмĕшĕ - чи кирли – хавхаланăва çухатмалла мар. Эсĕ кăна унăн çĕнĕ хумĕсене тупма пултаратăн. Маншăн чун тыткăнçи – манăн педагог. Чикĕ леш енче иртнĕ гастрольсем те питĕ хавхалантараççĕ. Пур профессисенче çакăн пек майсем çук. Эпĕ карьера пуçлакан çын çеç‚ çавăнпа Германире‚ Таиландра тата Италинче кăна пулса курнă.
- Алиса‚ вулакансене хăвăн юратнă йывăр ĕçÿ пирки мĕн каланă пулăттăн?
- Çакна хушса каласшăн‚ пирĕн профессинче айккинчен пулăшу пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Балет - хаяр искусство‚ çакна йышăнма ялан хатĕр пулмалла. Пĕртен-пĕр йăпату тата хÿтлĕх вăл - çемье‚ тăвансемпе çывăх çынсем. Эпĕ хамăн çывăх çынсене мана пулăшнăшăн тата тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватăп. Çавăн пекех аннене‚ Елизавета Геннадьевнăна‚ пысăк тав сăмахĕ калатăп. Вăл манăн пуласлăхшăн тăрăшса мана тăван килтен уйăрса аякри училище вĕренме янă. Халĕ те Ишимбай хулинчен Ĕпхÿ хулине килсе манăн премьерăсене пăхса савăнать. Тавтапуç сана‚ аннеçĕм!
Тата тепĕр япала палăртса хăварас килет: репетицисенче техника енчен лайăх ĕçлесен киле уçă кăмăлпа‚ савăнăçлă таврăнни килĕшет. Залра тăрăшса ĕçленине сцена çинче тивĕçлĕ кăтартсан та çакăн пек туйăмсем çуралаççĕ. Çакă эйфория пекех. Спектакль вĕçĕнче куракансем «Браво» тесе кăшкăрни те чĕрере ĕненÿ туйăмĕ çуратать. Пĕччен вылякан пĕр партине эпĕ 7-10 кун хатĕрлетĕп‚ çĕнни пулсан вара уйăха яхăн. Маншăн балет эталонĕ – Санкт-Петербургри шкул – Мариин театрĕ.
- Тавтапуç‚ Алиса‚ вăхăт тупса балет искусствипе паллаштарнăшăн.
Чăваш Енре Шупашкарта çуралса ÿснĕ Надежда Павлова тĕнчипе паллă балерина чăваш ятне çÿле çĕклерĕ. Пушкăртстан çĕрĕ те çамрăк та пултаруллă, çутă çăлтăрсемпе пуян. Кам пĕлет, тен, малашнехи балет искусствинче Пушкăртстанри чăвашсем те историлле çĕршыври ентешсем пекех утăм хыççăн утăм туса хăпарса пыраççĕ? Март уйăхĕн 3-мĕшĕнче Алисан çуралнă кунĕ пулчĕ. Çак ятпа ăна чунтан саламлатпăр. Сывлăх‚ пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр. Чăваш ячĕ тата çÿлерех хăпарасса шансах тăратпăр. Ăнăçу сунатпăр!
Людмила МАРКИНА калаçнă.
Ĕпхÿ-Çтерлĕ.
Людмила МАРКИНА калаçнă.
Ĕпхÿ-Çтерлĕ.
Читайте нас: