Пур хыпар та
Çамрăк ăру
30 Декабрӗн 2019, 13:44

Ялсен пуласлăхĕ вĕсен аллинче

Иртнĕ çул вĕçĕнче Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнче (ППАУ) ял хуçалăх енĕпе шкул ачисен иккĕмĕш республика олимпиади иртрĕ. Мероприятие Пушкăртстан Республикинчи хуласемпе районсенчен тата Челябинск облаçĕнчен 8-11 классенче ăс пухакан 280 вĕренекен хутшăнчĕç.

Авăркас район чысне Пишкайăн (2 ача)‚ Нукасак (1 ача) тата Çĕньял (6 ача) шкулĕсен вĕренекенĕсем хÿтĕлерĕç. Пишкайăнпа Нукасак шкулĕсен вĕренекенĕсем «Ял хуçалăхне механизацилесси»‚ çĕньялсем «Тĕш тырă çитĕнтересси» тата «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси» номинацисенче тупăшрĕç.
Олимпиада икĕ тапхăрпа иртрĕ. Унта хутшăнакансем пĕтĕмĕшле тăватă номинаципе ăмăртрĕç: «Ял хуçалăхне механизацилесси»‚ «Тĕш тырă çитĕнтересси»‚ «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси» тата «Экономика». Юлашкине кăçал пуçласа пуçарса янă. Вĕренекенсем олимпиадăра теори пĕлĕвне кăтартнисĕр пуçне‚ практика хăнăхăвĕсене те тĕрĕслеме пултарчĕç.
Шкул ачисен иккĕмĕш республика олимпиади чаплă церемонипе вĕçленчĕ. Унта сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Сăмахран‚ ПР Ял хуçалăх министерствин предствителĕсем «Хăйĕн профессинче чи лайăххи» ятарласа йышăннă номинацире çĕнтерекене чысларĕç. Асăннă номинацин спонсорĕ «АгроСпецТехника» ООО пулчĕ.
«Тĕш тырă çитĕнтересси» номинаципе хутшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ яланах йышлă. Кăçал вара «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси» юхăм та шкул ачисенче ытларах интерес çуратнине палăртса хăварма кăмăллă. Çак енпе пĕтĕмĕшле 50 балран 42 балл пухакансем те пулчĕç. Ачасем выльăх-чĕрлĕх ăрачĕсене‚ вĕсене экстерьер (ÿт-пÿри) паллисем урлă хакламалли ăсталăха‚ выльăх апачĕн пахалăхне палăртма тата тĕрлĕ выльăха тĕрĕс апатлантарма пĕлнине кăтартса пачĕç. Пирĕн район вĕренекенĕсем ăмăртуран лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç.
«Ял хуçалăхне механизацилесси» номинацире çак ачасем парнеллĕ вырăнсем йышăнчĕç (8-9 классем хушшинче):
I вырăн – Денис Осипов‚ Нукасак шкулĕ;
II вырăн – Сергей Петров‚ Пишкайăн шкулĕ.
«Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси» номинацире:
II вырăн – Диана Ефимова‚ Çĕньял шкулĕ;
III вырăн – Станислав Миронов‚ Çĕньял шкулĕ.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Ачасем малашне те çакăн евĕр олимпиадăсене хутшăнма тата ППАУна вĕренме кĕме кăмăл пуррине палăртрĕç.
Университета килсе çитсен‚ эпир хăтлă общежити пÿлĕмĕсене тата çутă та анлă аудиторисене курса килентĕмĕр. Чи кирли - асăннă вĕрентÿ учрежденийĕнче 38 специальноçа алла илме пулать. Чылай професси вара паянхи пурнăçра питĕ кирлĕ. Нумайăшĕсем селекционер‚ генетик‚ биотехнолог е ландшафт дизайнер профессине суйласа илеççĕ. Агроном‚ зоотехник‚ ветеринар тухтăрĕ профессисем вара хăш енчен начар? Çак сăпайлă çынсем пирĕн пурнăçа тутлăхлă та тутлă‚ çав вăхăтрах хăрушсăр тăваççĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ туса таврăнтăмăр олимпиадăран...
Николай ГЛУХОВ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: