Мероприяти вăхăтĕнче ачасем чăваш халăх ÿнерĕпе тата пултарулăхăн чи анлă сарăлнă тĕсĕпе, тĕрĕпе, паллашрĕç. Шăпăрлансем тĕрĕ чăваш эрешĕн чи лайăх тĕслĕхĕсенчен пĕри пулнине ăша хыврĕç, тĕрĕ тĕсĕсем, чăваш тĕрри ытти халăхсеннинчен мĕнпе уйрăлса тăнине, эрешсен пĕлтерĕшĕсем çинчен каланине тимлĕн итлесе ларчĕç.
Кĕпе-тумтир епле «çурални» пирки каласа панă хыççăн хамăр алăпа чăваш тумĕ туса пăхма шутларăмăр. Чи малтан хутран костюмăн ĕлкипе эрешне касса кăлартăмăр. Унтан чи кăсăк ĕçе тума, тĕрлĕ тĕслĕ эрешсемпе илемлетме, тытăнтăмăр. Ачасем хавхаланса кайса хăйсем тĕллĕн хĕрарăм тата арçын кĕписем касса кăларса эрешсемпе илемлетрĕç, унтан вĕсене тăхăнса та пăхрĕç. Малашне чăваш тумне ачасем хăйсемех пусмаран та çĕлеме пултараççĕ.
Мероприяти пурин кăмăлне те кайрĕ.
Лилия АРХИПОВА.
Мияки районĕ,
Суккул ялĕ.