Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
1 Декабрӗн 2021, 10:25

Килĕр Çтерле вĕренме. Ÿкĕнмĕр

«Урал сассин» иртнĕ номерĕнче эпир вулакансене ППУн Çтерлĕ филиалĕнче вĕренекен Константин Петровăн çитĕнĕвĕпе, вăл Мускава кайса килнипе паллаштарнăччĕ. Паянхи номерте ăна хăйне сăмах паратпăр.Çул çÿрев студентăн асĕнче мĕнле туйăмсем çуратнине çырса кăтартатпăр.

Килĕр Çтерле вĕренме. Ÿкĕнмĕр
Килĕр Çтерле вĕренме. Ÿкĕнмĕр

Шкул пӗтернӗ чух ǎçта вӗренме каясси çинчен нумай шухăшланăччĕ. Историпе нумайрах кǎсǎкланаттǎм, çавăнпа та обществознание те вӗренме тǎрǎшаттǎм, атте пĕлÿ илнĕ истори факультетне вӗренме кӗме ĕмĕтленеттĕм, анчах та шǎпам урǎхларах килсе тухрӗ. Эпӗ истори факультетне мар, пушкăрт тата тĕрĕк филологийӗн факультетне вӗренме кӗтӗм. Çакǎнта килнишĕн эпĕ пӗрре те ÿкӗнместӗп, хавхаланатǎп çеç. Кунта çав тери пултаруллă педагогсем ĕçлеççĕ, аслǎрах курсра вӗренекенӗсем те питӗ кǎмăллǎ. Пӗрремӗш кунранах вӗсем пире алǎ парса, малалла тӗреклӗн утма вǎй-хал пама пултарчӗç. Вӗрентекенсем те çав тери уçă кăмăллă та тарават. Вӗсем студентсене университет программине кǎна мар, тӗрлӗрен конкурссене хутшǎнтарса çамрăксене малалла ÿсме пулăшаççӗ.
Сентябрь уйǎхӗн вӗçӗнче эпӗ Лариса Валерьевна Коротаева педагог сĕннипе тата пулǎшнипе «Билингва» ятлă халăхсен хушшинчи конкурса хамǎн тǎван Тетӗрпуç ялӗнчи чǎваш вǎййисем çинчен çырнǎ эссепе хутшǎнтǎм. Конкурсра çӗнтерни питӗ пысǎк савǎнǎç пулчӗ. Çӗнтерӳçӗсене Мускава чӗнсе саламласси пирки хыпар часах çитрӗ. Чӗрере хумхану туйăмĕ çуралчĕ. «Епле-ха, нихăçан та пӗччен инçе çула тухса çÿременскер Мускава çити каймалла пулĕ?» текен шухăш çуралчĕ. Иккӗленсе тǎнǎ чухне те Лариса Валерьевна хутшǎнса хавхалантарчĕ. «Пӗччен çӳремӗн-ха, сана юлташ пур, тǎваттǎмӗш курсра вӗренекен Урал Тагиров та çак конкурсра çĕнтернӗ. Чысланǎ çӗре каясах пулать», – тесе пӗлтерчӗ. Çав кунах факультетǎн деканӗ Р.Х. Илишева аннепе шǎнкравласа калаçрӗ, унǎн пǎшǎрханнǎ чунне лǎплантарчӗ. Вǎл укçа-тенкӗ енчен те пулǎшу пачӗ.
Халӗ ӗнтĕ киле Мускавран тулли кǎмǎлпа, çӗнӗ вǎйпа вӗренӳре çитӗнӳсем тумалли уйпа таврǎнтăм. Тавтапуç çак факультетра ӗçлекен пӗтӗм педагогсен ушкǎнне.
Сǎмах май, кǎçал вун пӗрмӗш класс пӗтерекен чǎваш ачисене ППУн Çтерлӗри филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетне вӗренме килме обществознани предмечӗпе экзамен суйласа илме сӗнетӗп. Кунта ырǎ та уçǎ кǎмǎллǎ чăваш педагогĕсем ӗçлеççӗ. Вĕсем хамǎрǎн тǎван чǎваш чӗлхине тӗплӗн вӗренсе упрама вӗрентеççӗ. Килĕр Çтерле вĕренме – нимĕн чухлĕ те ÿкĕнмĕр.
Константин ПЕТРОВ, ППУн Çтерлĕри филиалĕн 1-мĕш курс студенчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: