Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
8 Декабрӗн 2021, 10:27

Чăваш культурине упраса хăварас ĕçре вулавăш та тÿпе хывать

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче, шăпах унăн территорийĕнче модельлĕ библиотека вырнаçнă та, ытларах чăвашсем пурăнаççĕ. Вырăнти вулавăша çÿрекенсенчен чылайăшĕ тăван чĕлхепе ирĕклĕ калаçать, чăваш халăхĕн чĕлхипе культурине типтерлĕ упрать.

Чăваш культурине упраса хăварас ĕçре вулавăш та тÿпе хывать
Чăваш культурине упраса хăварас ĕçре вулавăш та тÿпе хывать

Библиотека фончĕсем тăтăшах тăван чĕлхепе кун çути курнă çĕнĕ кăларăмсемпе пуянланаççĕ. Паянхи кун тĕлне чăваш литература фончĕ 996 экземплярпа танлашать. Çавăн пекех «Тăван Атăл» журнал та çырăнса илетпĕр. Вулавăшра чăваш писателĕсемпе поэчĕсен, общество деятелĕсен юбилейĕсене халалласа вулав конференцийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Сăмахран, общество деятелĕ тата журналист Антонина Нухрат çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа «Чăваш халăхĕн мухтавлă хĕрĕ», чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн 110 çулхи юбилейне асра тытса «Тăван çĕрĕн юрăçи», Дина Гаврилован «Цвета холодных лет» кĕнеки тăрăх йĕркеленĕ тĕлпулусем ăнăçлă иртрĕç.
Хальхи вăхăтра хамăр халăхăн йăли-йĕркисене упраса хăварасси, çамрăк ăрăва çак ĕçе хăнăхтарасси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çакна асра тытса çитĕнекен ăру валли «Чăваш халăхĕн тумĕ» урок-паллаштару, «Авалхи сăмах» фольклор сехечĕ, «Чăваш халăхĕн çемье йăли-йĕркисем» культура çуртĕнчи этнографи кĕтесне кайса курассипе çыхăннă улах йĕркелетпĕр. Халăхсен тумĕ кунĕ тĕлне «Чăваш халăхĕн тумĕ» выставка-инсталляци хатĕрлерĕмĕр. Ăна Пăслăк ялĕнчи шкулта 1-7 класра вĕренекен ачасем, çамрăксемпе аслисем килсе курчĕç.
Паянхи кун наци тумĕсем çынсенче пысăк интерес çуратаççĕ. Вĕсем хумханса хăй вăхăтĕнче асаннесем тăхăнса çÿренĕ пуç хатĕрĕсене, капăрлăхсене, кĕпесене аллисене илеççĕ, наци тумĕпе сăн ÿкерчĕксем тăваççĕ. Район шайĕнче иртнĕ Сабантуйра Пăслăк ялĕнчи модельлĕ вулавăшпа культура çурчĕ «Манăн наци тумĕ» фотозона йĕркелерĕç. Унпа районта пурăнакансемпе хăнасем питĕ интересленчĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, паллă фотожурналистăн, Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Виталий Исаевăн фотовыставки тăрăх экскурсисем ирттеретпĕр. 2021 çулхи апрель уйăхĕнче ялти библиотекăпа культура çуртне Ĕпхÿ хулинчи «Поехали» туристсен ушкăнĕ килсе курчĕ. Туристсем чăваш наци тумĕн пуянлăхне, наци кухнине, ташши-юррине пăхса тĕлĕнчĕç.
Çак кунсенче вара савăнăçлă хыпар килсе çитрĕ – библиотекăн яланхи вулаканĕ Валерия Васильева «Ухсай Яккăвне вулатпăр» республика шайĕнчи конкурсра (поэтăн вуланă произведенийĕ тăрăх хак пани) I степеньлĕ диплома илме тивĕçрĕ.
«Тăван чĕлхе, çветтуй чĕлхе, аттесемпе аннесен чĕлхи» тесе калаççĕ чăвашсем. Апла пулсан малашнехи ăру валли тăван чĕлхепе халăх культурине упраса хăварар.
Марина КИРИЛЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ,
Пăслăк ялĕ.

Чăваш культурине упраса хăварас ĕçре вулавăш та тÿпе хывать
Чăваш культурине упраса хăварас ĕçре вулавăш та тÿпе хывать
Чăваш культурине упраса хăварас ĕçре вулавăш та тÿпе хывать
Чăваш культурине упраса хăварас ĕçре вулавăш та тÿпе хывать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: