Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
22 Июнӗн 2022, 11:00

«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ

«Культура» наци проекчĕ витĕмĕпе уçнă Çтерлĕ районĕнчи Наумьел ялĕн модельлĕ библиотекинче «Аслă I Петĕр» Эрудит-шоу ăс-хакăл вăййи тÿрĕ эфирта иртнĕ.

«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ
«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ

Вĕренекенсем унта «Пушкин карттипе» усă курса хутшăннă. Ачасем Раççей Императорĕн пурнăçĕ, вăл патшара ларнă чухнехи кăсăк фактсем çинчен пĕлнĕ. Мероприятие хутшăнакансем валли ыйтусем тата суйласа илмелли хуравсем хатĕрленĕ. Кашни раунд «Своя игра», «Брейн-ринг», «Поле чудес», «Слабое звено» вăйăсем евĕр иртнĕ. «Поле чудес» раундĕнче «Патриот» ушкăн тĕрĕс сăмахшăн иммунитета тивĕçнĕ. Асăннă иммунитет вара «Слабое звено» раундра вĕсене хÿтĕленĕ. Ачасем «Великие» ушкăна хирĕç сасăланипе унăн вăйăран тухма тÿр килнĕ. Çак ăмăртура виçĕ ушкăн I Петĕр патша пулнă вăхăта лайăх пĕлнине кăтартса панă. Пĕтĕмлетÿ тунă май «Раççей» ушкăн мала тухнă.
– Лайăх мероприяти, унта хутшăнма пултарнăшăн питĕ савăнатăп. Ачасем вăййа хастар хутшăнчĕç. Вăл пуриншĕн те кăсăк та усăллă иртрĕ. Ăмăртура хамăр пĕлĕве тĕрĕслерĕмĕр çеç мар, вăл чăн-чăн чун киленĕçĕ вырăнне пулчĕ, - хăйĕн кăмăлне уçса панă колледжра вĕренекен Никита Петров.
Лилия ТАЛИПОВА, Çтерлĕ районĕнчи ялсем хушшинчи тĕп библиотекăн
сектор ертÿçи.

«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ
«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ
«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ
«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ
«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ
«Аслă I Петĕр» ăс-хакăл вăййине хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: