Çавăн пекех Ольга «Çамрăк журналист», «Янăравлă чĕрĕ сăмах» республика конкурсĕсенче те, республикăри тăван чĕлхепе литература олимпиадинче те мала тухнă.
– Тăван чĕлхепе литературăна кăмăллас туйăм, Тăван çĕршыва юратнă пекех, пирĕн кашнин чĕринче упранать. Эпĕ Тăван çĕршыва, хамăн аттепе аннене, тăван чĕлхене питĕ юрататăп. Çавăнпа та Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетне вĕренме кĕтĕм.
Тăван чĕлхен малашлăхĕ пиртен кашнинчен килет. Ăна тата предмета юратасси вĕрентекенĕн професси ăсталăхĕпе уйрăлми çыхăннă. Пире ăс панă, тăван чĕлхене юратма, ун илемне туйма вĕрентнĕ чăваш чĕлхипе литература учительне Николай Михайлович Глухова чунтан тав тăватăп.
Чĕлхесене вĕренесси – манăн чун киленĕçĕ. Пĕлĕве малалла та аталантарас килет. Кунта харпăр хăй пĕлĕве ÿстермелли, тĕрлĕ енлĕ аталанмалли мелсем сахал мар, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Ольга.
Надежда РОДИОНОВА. Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.