Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
14 Нарӑсӑн 2023, 13:30

Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç

Февраль уйăхĕн 5-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Пушкăртстан Республикинчи Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Ларăвăн тĕп тĕллевĕ пĕрлĕхĕн çĕнĕ йышĕпе паллашасси тата тĕрлĕ ĕçшĕн яваплисене суйласси пулчĕ.

Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем  черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç
Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç

Пушкăртстан Республикинчи чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕ 1993 çулхи февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Çав кун, 30 çул каялла, учредительсен съезчĕ иртнĕ. Унта пĕрлĕхĕн уставĕпе программине çирĕплетнĕ, тĕп Канашне суйланă, ПР Юстици министерстви регистраци свидетельствине панă.
Вăтăр çул хушши ĕçлекен Пушкăртстанри Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхне тĕрлĕ вăхăтра Григорий Степанов, Федор Кузьмин, Элеонора Васильева, Олеся Дмитриева пултаруллă çамрăксем ертсе пынă. Ун чухнехи пĕрлĕхĕн тĕп тĕллевĕсем чăваш çамрăкĕсен экономика, политика, юридици тата социаллă прависемпе наци интересĕсене хÿтĕлесси, чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварасси, чĕртесси пулнă.
Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсен çĕнĕрен чĕрĕлнĕ пĕрлĕхĕн тĕп тĕллевĕсем те унчченхи тĕллевсем çинчех никĕсленнĕ. Вĕсем – республикăри чăваш çамрăкĕсене пĕрлештересси, регионти тата ун тулашĕнчи ытти нацисен пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлесси, чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварса аталантарасси, çамрăксен наци ăс-хакăлне çирĕплетесси, тăван культурăна юратма тата хисеплеме вĕрентесси. Палăртнине пурнăçа кĕртес шутпа республикăри çамрăксем валли тĕрлĕ мероприятисем, уроксемпе мастер-классем ирттерме палăртаççĕ.
Çамрăксен хальхи пĕрлĕхне Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнчи педиатри факультечĕн 5 курс студенчĕ Станислав Иванов ертсе пырать. Председателĕн Ĕпхÿ хулинчи çумĕ – Татьяна Родионова. Вăл та Станислав пекех медицина университечĕн педиатри факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. ПР Çамрăксен пĕрлĕхĕн ертÿçин Çтерлĕ хулинчи çумĕ – Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 5 курс студенчĕ Владимир Волков (Тимĕр Элендей). Çавăн пекех çак аслă шкулти пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 3 курс студенчĕ Кристина Никифорова общественноçпа çыхăну йĕркелессишĕн; социаллă сетьсемпе блогерсене аталантарассишĕн П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул выпускникĕ, «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн хастарĕ, Ĕпхÿ ÿнерпе промышленность колледжĕн студенчĕ Илья Никитин; культурăпа массăллă мероприятисем ирттерессишĕн Ĕпхÿ наукăпа технологисен университетĕнчи Экономикăпа управлени институтĕнче 2 курсра вĕренекен Диана Дмитриева, М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн 3 курс студенчĕ Анастасия Кириллова, «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн хастарĕ Татьяна Назарова яваплă пулĕç.
Çамрăксене тухăçлă ĕçлеме, лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, чăваш халăхĕшĕн нумай-нумай ырă ĕç тума сунатпăр.
Ирина СУХАРЕВА,
регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ.

Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем  черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç
Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем  черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç
Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем  черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç
Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем  черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç
Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсем черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: