Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
10 Майӑн 2023, 17:10

«Ашкатар çăлкуçĕсем» - Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн сапсан» конкурс çĕнтерÿçисем

Пушкăртстанра XI Пĕтĕм Раççейри ача-пăча тата çамрăксен пултарулăхĕн «Ылтăн сапсан» («Золотой сапсан») фестиваль-конкурса пĕтĕмлетнĕ.

«Ашкатар çăлкуçĕсем» - Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн сапсан» конкурс çĕнтерÿçисем
«Ашкатар çăлкуçĕсем» - Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн сапсан» конкурс çĕнтерÿçисем

Фестиваль-конкурса 1000 ытла ача-пăчапа çамрăк, республикăри 8 хулапа 14 районти 50 ытла пултарулăх ушкăнĕ хутшăннă. Çавăн пекех ташă-юрăра хăйсен вăйне виçсе пăхма Оренбург, Челябинск, Санкт-Петербург, Тюмень хулисенчи, Самара облаçĕнчи, Автономиллĕ Ямал-Ненецк округĕнчи, Крым республикинчи пултарулăх ушкăнĕсем кăмăл тунă.

Асăннă конкурсра Федоровка районне кĕрекен Ашкатар ялĕнчи нумай функциллĕ клубри «Ашкатар çăлкуçĕсем» ташă ушкăнĕ (ертÿçи – М.С. Хайбуллин) I степень дипломне çĕнсе илнине пĕлтерме уйрăмах кăмăллă.

Çакна та каласа хăвармалла, «Ашкатар çăлкуçĕсем» ташă ушкăнĕ кĕске вăхăт хушшинче Ĕпхÿ хулинче иртнĕ Чăваш çырулăхĕн кунне, чăваш халăх просветителĕ И.Я. Яковлев 175 çул тултарнине, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн 30 çулхи юбилейне халалланă мероприятисене хастар хутшăннă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: