Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
11 Майӑн 2023, 10:30

Эпир çут çанталăка сыхлатпăр

Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи К. Иванов ячĕллĕ вăтам шкулăн «Рябинка» лесничествин пайташĕ Аделина Кузьмина «Вăрман пушарĕ, чарăн!» («Стоп, лесной пожар!») республикăри ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Эпир çут çанталăка сыхлатпăр
Эпир çут çанталăка сыхлатпăр

Паян пирĕн шкулта уйрăмах шавлă пулчĕ. Шкул лесничествин пайташĕ Аделина Кузьмина республика шайĕнче иртнĕ «Вăрман пушарĕ, чарăн!» ача-пăчасен социаллă ÿкерчĕк конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Унăн ÿкерчĕкĕ тăрăх пĕлÿ çуртĕнче аншлаг хатĕрленĕ. Эпир «Вут-çулăма чар» («Останови огонь») пушара хирĕç кĕрешмелли федераллă кампани тата Регионти экостанци ушкăнĕн çут ĕç витĕмĕпе иртекен мероприятире республикăри Ача-пăчасен экологипе биологи центрĕнчен тата «Управление лесничествами» ПР патшалăх хысна учрежденийĕнчен хăнасене кĕтсе илтĕмĕр. Пирĕн пата республикăри Ача-пăчасен экологипе биологи центрĕн директорĕ Е.А. Кошелевапа Э.З. Габбасова методист, Г.А. Мельникова регионти шкул лесничествин кураторĕ, Ю.В. Островская «Экорост» республикăри çамрăксен экологи хаçачĕн тĕп редакторĕ, А.Т. Давлетгареев «Управление лесничествами» ПР патшалăх хысна учрежденийĕн Пелепейри уйрăмĕн пуçлăхĕ, Р. Г. Низамутдинов вăрман сыхлавĕпе хÿтĕлевĕн инженерĕ, Р.М. Суфиянов Пишпÿлек районĕн участок лесникĕ килсе çитрĕç.
Тĕлпулăва хутшăнакансемпе хăнасене районти вĕрентÿ уйрăмĕн ертÿçи И.Н. Родичкина, Пăслăк ял Канаш пуçлăхĕ Ю.А. Васильев, вырăнти вăтам шкул директорĕ Л.А. Афанасьева саламларĕç.
Мероприятие «Рябинка» шкул лесничествин ертÿçи Е.А. Федотова уçрĕ. Асăннă пĕрлешĕве çÿрекен ачасем хăйсем туса ирттернĕ ĕçсем çинчен пĕтĕмлетсе каласа пачĕç.
Çуркуннепе кĕркунне тата çулла шкул лесничествин пайташĕсем вăрманта, питомникре ĕçлеççĕ, экскурсисемпе походсене çÿреççĕ. Кашни çул «Кăткă», «Йывăç ларт», «Таса кил картиш» операцисем, «Ешĕл Пушкăртстан», «Пурăн, вăрман», «Çĕнтерÿ сачĕ», «Таса вăрман», «Кайăксене хĕлле апатлантар», «Шăнкăрч йăви», «Пĕрремĕш чечексем» акцисем ирттеретпĕр. Кивĕ хут пуçтаратпăр, вăрман ÿсен-тăранĕсене пăхатпăр, çÿп-çапран тасататпăр. Хĕллехи вăхăтра шкул лесничествин пайташĕсем вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинче пропаганда ĕçне илсе пыраççĕ. Чылай экологи проектне: «Чĕрĕ шыв» (çăлкуçсене сыхлассипе тата тирпейлессипе), «Эпир пурăнакан çурт» (шкул территорине симĕслетесси), «Ыран пурăнас тесен вăрмана паян сыхлар», «Чечеклен шкул» тата ыттисене те пурнăçа кĕртетпĕр. Шкул территоринчи чечексемпе ял çыннисем çеç мар, килекен хăнасем те киленеççĕ.
Лесничествăна çÿрекен ачасем шкул тата ун çывăхĕнчи тавралăха симĕслетме хунавсем ÿстереççĕ.
Вăрманăн чи çывăх юлташĕсем – кайăксем. Çунатлă санитарсене пулăшса ачасем сырăшсем, шăнкăрч йăвисем çакаççĕ. Хĕл сиввисенче кайăксене апатлантараççĕ.
Ачасем кашни çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ паттăрсене, интернационалист-салтаксене халалланă палăкпа парка тирпейлессипе «Обелиск» акцие хутшăнаççĕ. Шкулта йăлана кĕнĕ «Вăрман уйăхлăхĕ», «Кайăксен кунĕ», «Çĕр кунĕ», «Çут çанталăк ăслăлăх дисциплинисен эрни», «Тĕнчери тавралăх хутлăхĕн кунĕ» мероприятисене палăртаççĕ.
«Рябинка» пайташĕсем район тата республика шайĕнчи шкул лесничествисен слечĕсене, «Пурăн, чăрăш», «Вăрман пушарĕ, чарăн!», «Вăрман çинчен вулатăп тата çыратăп» пултарулăх конкурсĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ.
Шкул лесничествин ĕçĕнче çут çанталăка тĕпчессине, фенологи (çулталăкăн тĕрлĕ тапхăрĕнче пулса иртекен улшăнусем) сăнавĕсене, тăван тавралăхра экскурсисемпе походсене çÿрессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çамрăк вăрманçăсем пурне те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнма, вăрмана упрама хистеççĕ. Агитаци бригади хăйсен сăмахĕсене ачасем ÿкернĕ видеофильмсемпе çирĕплетет.
Мероприяти вăхăтĕнче республикăри Ача-пăчасен экологипе биологи центрĕн директорĕ Е. А Кошелева ачасем тăвакан ĕç кирлĕлĕхĕпе пахалăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Шкул лесничествин пайташĕсем экологи тата çут çанталăка упрас акцисен хастар пулăшаканĕсем пулнине, тĕпчев ĕçĕсем илсе пынине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл «Рябинка» шкул лесничествин ертÿçине Е.А. Федотована Тав çырăвĕпе чысларĕ. Пелепей лесничествин ертÿçи Айдар Давлетгареев шкул лесничествин хастар ĕçне, хăй те çак ĕçре ялан пулăшма хатĕр пулнине палăртрĕ, хурăн, çăка, сенкер чăрăш хунавĕсене парнелерĕ. Вăрман сыхлавĕпе хÿтĕлевĕн инженерĕ Рим Низамутдинов пушар сăлтавĕсем, вĕсенчен сыхланмалли мелсем çинчен ăнлантарса пачĕ. ПР шкул лесничествисен кураторĕ Галина Мельникова вăрман пушарĕсене сÿнтерекен службăсем çинчен пĕлтерчĕ, ранец огнетушительсемпе мĕнле усă курмаллине кăтартса пачĕ, кашни ачана лесничество буклетне валеçрĕ.
Юлия Островская республикăри çамрăксен «Экорост» хаçачĕпе паллаштарчĕ. Унăн страницисенче вĕренекенсем экологипе çыхăннă ыйтусене тата хăйсен тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явма, тĕрлĕ мероприятисем çинчен çырма пултарнине пĕлтерчĕ. Ачасем хăйсен статйисене пичет кăларăмне ярса пама пултарни пирки каларĕ.
Юлашкинчен тĕлпулăва хутшăннисем Аделина Кузьмина ÿкерчĕкĕпе хатĕрленĕ аншлага (баннер) вырнаçтарчĕç.
Асăннă мероприяти шкул лесничествин ĕçĕ-хĕлĕнчи пысăк пулăм шутланать. Вăл ачасене малашнехи ĕçе хавхалантарчĕ. Эпир пысăк та усăллă ĕçсем тăватпăр. Вĕсем пире валли çеç мар, пĕтĕм тавралăхшăн кирлĕ.
Екатерина ЕГОРОВА, Пăслăкри шкул лесничествин пайташĕ.
Автор ĕçĕсем.

Эпир çут çанталăка сыхлатпăр
Эпир çут çанталăка сыхлатпăр
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: